АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Черчен те илĕртÿллĕ инспекторсем

18 июля 2012 г.

Районти шалти ĕçсен пайĕн ГИБДД уйрăмĕнче формăллă хĕрарăмсене те курма пулать. Пĕр енчен пăхсан, çакăнта ар çынсем ĕçлемелле пек туйăнать, тепĕр енчен вара, этемлĕхĕн черчен çурри шутне кĕрекенсем çинче çак çи-пуç мĕнле килĕшÿллĕ ларнине куратăн та, ку ĕç чăннипех те вĕсем валлиех пулнине ĕненетĕн.

Гульназ Хуснутдиновăна мĕн пĕчĕкрен çар е полици тумне тăхăннă çынсем килĕшнĕ. Вĕсем ăна çирĕп кăмăллă, пиçĕ кĕлеткеллĕ, пуриншĕн те тĕслĕхлĕ пек туйăннă. Çавăнпа та вăл хăй те формăллă çын пулма ĕмĕтленнĕ. Шкул пĕтерсен, ĕмĕтне пурнăçлас тĕллевпе, Куславккари хĕрарăмсен колонине çул тытнă. 8 çул унта ĕçленĕ хыççăн хăй çуралнă Комсомольски районне таврăннă, ГИБДД уйрăмĕнче вăй хума пикеннĕ. Халĕ вăл — административлă законодательствăна пурнăçланине тĕрĕслекен инспектор. «Мĕнле професси суйласси çыннăн характерĕнчен килет. Енчен те ĕç килĕшет пулсан, вăл хĕрарăмăн е ар çыннăн тесе уйăрмалла мар. Чи кирли — ĕç кăмăла кайтăр»,— тет Гульназ Аглеметдиновна.

Рева Жукова та районти шалти ĕçсен пайĕн ГИБДД уйрăмĕнче вăй хурать. Аслă Чурачăк ялĕнче çуралса ÿснĕскер, малтан кооператив техникумне пĕтернĕ, унтан ЧПУра юридици факультетĕнче куçăмсăр майпа ăс пухнă. 2006 çултанпа кунта çул çитменнисемпе ĕçлекен инспекторта тăрăшать. Час-часах шкулсене тухса çÿрет, ачасемпе, вĕсен ашшĕ-амăшĕсемпе тĕл пулусем ирттерет, ăнăçсăр çемьесене тĕрĕслет. Ачасемпе ĕçлеме çулран-çул йывăрланса пынине палăртать вăл. «Ашшĕ-амăшĕ вĕсене ытлашши иртĕнтереççĕ, ырăпа усала уйăрма вĕрентмеççĕ. Чылай чухне çул çитменнисем мĕн те пулин çуккипе мар, иртĕхнипе преступлени çулĕ çине тăраççĕ. Акă, кăçал преступлени тунă 3 ача пурте йĕркеллĕ çемьесенчен»,— пĕлтерет Рева Николаевна.

Йывăр пулсан та, ачасемпе ĕçлеме килĕшет ăна. Районта йĕрке пуласси унран та сахал мар килнине ăнланса чунне парса тăрăшать вăл. Професси конкурсĕсене те хутшăнма ÿркенмест Р.Жукова. Акă, 2009 çулта вăл республика шайĕнче 2-мĕш вырăна тухма пултарнă. Çакă ăна малалла ĕçлеме хавхалантарать.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика