18 июля 2012 г.
Шупашкарти перинаталь центрĕн территорийĕнче «Ача кĕтекен чиперук» фестиваль иртнĕ. Унта пулас амăшĕсем тĕрлĕ тумпа сцена çине тухса ача кĕтнĕ чухне те модăпа тан утма пулнине çирĕплетсе панă.
Фестивале Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев мăшăрĕпе килнĕ. Вăл кунта пепкесемпе амăшĕсем валли чăнах та лайăх условисем пулнине курса кăмăллă юлнă. Чĕре айĕнче чун тĕпренчĕкне йăтса çÿрекенсен телейлĕ сăнĕсем вара уншăн пуринчен те хаклă пулнине палăртнă.
Республика пуçлăхĕ 1-мĕш клиника тухтăрĕсене Ольгăпа Юрий Петровсене «Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ» орден медальне панă. Çавăн пекех хăш-пĕр çемьесем амăш капиталĕн патшалăх сертификатне тата республикăра паракан 100 пин тенкĕлĕх сертификата тивĕçнĕ, çĕр лаптăкĕллĕ пулса тăнă.
Фестиваль «Мана пурнăç парнеле» акципе килĕшÿллĕн иртнĕ. Унсăр пуçне акци эрне-лĕхĕнче хĕрарăмсен консультацийĕсенче уçă алăксен кунĕсем йĕркеленĕ, юристсем, психологсем, социаллă ĕçченсем тĕл пулусем ирттернĕ.
ЧР Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталанăвĕн министерстви пĕлтернĕ тăрăх, республикăра 2003 çултан пуçласа çуралакансен йышĕ ÿссе пырать. Кăçал июлĕн 4-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енре 8561 ача кун çути курнă. Вĕсенчен çуррине яхăн (45,7 процент) — çемьери пĕрремĕш ачасем. Иккĕмĕш тата ун хыççăнхи пепкесене çуратасси пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан 13,7 процент ÿснĕ. 2013 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа, енчен те çемьери кашни çын пуçне пурăнма кирлĕ минимумран сахалрах укçа-тенкĕ тухать пулсан, виççĕмĕш е хыççăнхи ачасемшĕн 3 çул тултариччен уйăхсерен 5200 тенкĕ тÿлĕç. Унсăр пуçне нумай ачаллă çемьесене тÿлевсĕр çĕр лаптăкĕ уйăрса пани, пурăнмалли условисене лайăхлатма пулăшни çинчен те манмалла мар.
Источник: "Каçал Ен"