АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш спортсменĕсем – малтисен ретĕнче

18 июля 2012 г.

Утă уйăхĕн 14-мĕшĕнче Шупашкарти «Олимпийский» стадионта Пĕтĕм Раççейри çуллахи IХ ял спорт вăййисен чи яваплă пайĕ «Çĕре пуç тай, этем» девизпа пуçланнă. Спорт праçникне Чăваш Патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн, оперăпа балет театрĕн, «Уяв», «Çавал», «Янташ», «Фаворит» ансамбльсен артисчĕсем, Шупашкар районĕнчи пултарулăх ушкăнĕсем, çавăн пекех ăста кĕрешекенсемпе кире пуканĕ йăтакансем, лапталла тата чушкăлла вылякансем, гимнастсемпе акробатсем, велосипедистсемпе çăмăл атлетсем хăйсен пултарулăхĕпе илемлетнĕ. Спорт вăййисене хутшăнакансене, çак уява йĕркелекенсене, хăнасемпе куракансене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ ял хуçалăх министрĕн çумĕ Павел Семенов, Физкультурăпа спорт министерствин департаменчĕн директорĕ Марина Томилова саламланă. Тĕнчипе паллă атлетсемпе çĕр-шыври чапа тухнă ял ĕçченĕсем Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Патшалăх ялавĕсене, çавăн пекех «Урожай» ФСО тата ял спорт вăййисен ялавĕсене çĕкленĕ хыççăн ăмăртусен тĕп судйи Е.Николаева Пĕтĕм Раççейри ял спорт вăййисем уçăлни çинчен пĕлтернĕ. Утă уйăхĕн 14—17-мĕ-шĕсенче ăмăртусем вун çичĕ енпе иртнĕ. Канмалли кунсенче Шупашкарти Ухсай Яккăвĕ ячĕллĕ культура керменĕнче кире пуканĕ йăтакансемпе самбистсем вăй виçнĕ. «Тимĕр вăййине» юратакансен турнирĕнче ял спорт вăййисен чемпионкин ятне чи çăмăл виçере Елчĕк районĕнчи Ĕнелти В.Николаева çĕнсе илнĕ. Çирĕм çулти хĕр 1 пăт (16 кг) таякан кире пуканне 120 хут сулласа çĕкленĕ. Иккĕмĕш вырăн йышăннă Краснодар крайĕн хĕрĕ И.Косыхова чемпионкăна 12 очко выляса янă. Хĕрарăмсен ушкăнĕнче тĕрлĕ виçере чемпионкăсен ятне Челябинск облаçĕнчи тĕнче спорт мастерĕ К.Дедюхина, Алтай крайĕнчи А.Лупарева тата Калуга облаçĕнчи К.Малкова çĕнсе илнĕ.

Пĕтĕм Раççейри çуллахи IХ ял спорт вăййисем июлĕн 17-мĕшĕнче вĕçленнĕ. Чăваш Ен спортсменĕсем хăйсене лайăх енчен кăтартнине палăртмалла. Акă, доярсен ăмăртăвĕнче пирĕн республикăн пĕрлештернĕ команди 202 балпа çĕнтернĕ. Ирĕклĕ майпа кĕрешессинче чăваш ен пăхаттирĕсем 2-мĕшсем пулнă, кире пуканĕ йăтассинче вара — 3-мĕш. Çуллахи полиатлонра та пирĕн спортсменсем çĕнтерÿçĕсем пулнă. «Кĕмĕлпе» «пăхăра» Брянск тата Новосибирск облаçĕсенчен килнĕ хăнасем тивĕçнĕ. Вăйăсен пĕтĕмлетĕвĕсемпе тĕплĕн çитес номерте паллаштарăпăр.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика