18 июля 2012 г.
Июлĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераллă органсен территорири ведомствисен, муниципалитетсен пуçлăхĕсемпе черетлĕ канашлу ирттернĕ. Промышленность комплексĕнчи 2012 çулхи пĕрремĕш çур çулăн пĕтĕмлетĕвĕсене тунă май М.Игнатьев пысăк пĕлтерĕшлĕ ытти ыйтусем çинче те чарăнса тăнă.
Çуркуннехи призыв кампанийĕ çинчен юстици министрĕ Надежда Прокопьева каласа панă. Çар службине 2412 çамрăка ăсатнă, республика çак енĕпе панă задание туллин пурнăçланă. Çак тапхăрта ЧР çар комиссариачĕн Комсомольски тата Елчĕк районĕсемпе ĕçлекен пайĕ вара 169 каччăна çар службине ăсатнă. Вĕсенчен 76-шĕ — Комсомольскисем.
Республикăри Гражданла оборона, чрезвычайлă лару-тăру патшалăх комитечĕн председателĕ Юрий Кекиш Чăваш Енри шыв объекчĕсенчи лару-тăрупа паллаштарнă. Июлĕн 16-мĕшĕ тĕлне 31 çын шыва путса вилнĕ, вĕсенчен 23-шĕ ÿсĕр пулнă. Çухатусен списокĕнче ачасем — виççĕн. Ашшĕ-амăшĕн тимсĕрлĕхне пула çак инкексем сиксе тухнă. Михаил Игнатьев влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене ăçта инкек шыва кĕрекенсен хăйсен айăпĕпе, ăçта ятарлă вырăнсем çуккипе пулнине тишкерме хушу панă.
Çÿлерех асăннă ыйтусем Комсомольски районĕшĕн те актуаллă. Вĕсене тунти кун район администрацийĕнче иртнĕ чрезвычайлă лару-тăрусене асăрхаттарас, пĕтерес тата пушар хăрушсăрлăхĕ енĕпе ĕçлекен комиссин черетлĕ ларăвĕнче пăхса тухнă. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев ертсе пынă. Ял поселенийĕсен ертÿçисене пушартан сыхланса мĕнле хушма ĕçсем тумалли пирки те хушу панă. Килсерен тĕрĕслев ирттересси, хуçасăр строенисене шута илесси, ăнăçсăр тата нумай ачаллă çемьесене, право йĕркине пăсма пултаракансене уйрăмах тимлĕх уйăрмалли çинчен калаçу пынă. Çавăн пекех шывра пулакан инкексенчен асăрханасси пирки те сăмах пуçарнă. Акă иртнĕ кунсенче Александровка ял поселени территорийĕнче пĕчĕк хĕр ача путса вилнĕ. Сăлтавĕ — ашшĕ-амăшĕн тимсĕрлĕхĕ. Ларура çакнашкал йывăр çухатусем ан пулччăр тесе йышăнмалли утăмсене сÿтсе явнă, шыва кĕмелли ятарлă вырăнсем тумаллине тепре аса илтернĕ.
Источник: "Каçал Ен"