АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Художник ĕçĕсем - тăван района парне

14 июля 2012 г.

Аваллăха упраса хăварас, музей фондне пуянлатас, район историне çырас енĕпе музей ĕçченĕсем тăрăшса ĕçлеççĕ. Акă нумаях пулмасть Чăваш Республикин халăх художникĕ Виктор Леонтьевич Немцев хăйĕн ĕçĕсене — ик çĕре яхăн илемлĕ картинăна — пирĕн района яланлăхах парнелерĕ.

Виктор Леонтьевич Комсомольски районĕнчи Вутлан ялĕнче 1936 çулхи кăрлачăн 16-мĕшĕнче çуралнă. Тепĕр çултанах вĕсен çемйи Йĕпреç поселокне пурăнма куçнă. Йĕпреçри вăтам шкула пĕтернĕ хыççăн вун сакăр çулти Виктор Шупашкарти художество училищине вĕренме кĕрет, ăна ăнăçлă пĕтерет.

1959 çултан пуçласа мĕн пенсие тухичченех, 1996 çулччен, Виктор Леонтьевич РСФСР художество фончĕн Чăвашри пултарулăхпа производство комбинатĕнче, Шупашкарти 1-мĕш номерлĕ художество шкулĕнче завучра (1961—1966 ç.ç.), тăван училищĕре вăй хунă.

Виктор Немцев творчестви тĕрлĕ енлĕ аталаннă. Шкулта чухне вăл акробатикăпа кăсăкланма пуçлать, 1965 çулта спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă. 1967 çулта ăна СССР Художниксен союзне илеççĕ. 1954 çулта Немцев халăх театрĕпе кăсăкланса каять. Çичĕ çул артист ăсталăхне туптать: А.Штейн пьеси тăрăх лартнă «Çумăрсем хушшинче», А.Чехов пьесисем тăрăх лартнă «Сăтăрçă», «Хирурги» спектакльсенче вылянă. Н.Погодинăн «Пăшаллă çын» пьеси тăрăх лартнă спектакльте В.И.Ленин сăнарне те ăнăçлă калăпланă вăл. Çак хушăра Виктор Леонтьевич Чăваш патшалăх педагогика институчĕн художествăпа графика факультетĕнче вĕренсе пĕлÿ илет.

Пултарулăх анинчи пысăк çитĕнÿсемшĕн 1976 çулта Виктор Леонтьевич Немцев «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ», 1980 çулта К.Иванов ячĕллĕ патшалăх премийĕн лауреачĕ пулса тăрать.

Виктор Леонтьевич виçĕ жанра кăмăллать: портрет, пейзаж тата натюрморт. Тĕп теми вара — ял пурнăçĕ. Ăстаçă чăваш çĕрĕн пуянлăхне, халăх пултарулăхĕн хăйне евĕрлĕхне сăнарлать. Çулталăк вăхăчĕсене пурне те килĕштерет, анчах çуркунне, çут çанталăк вăраннă вăхăт, ăна уйрăмах çывăх.

Атăл çири, Раççейри, Союзри тата хăйĕн уйрăм куравĕсенче унăн пултарулăхĕпе пин-пин çын паллашнă. Виктор Леонтьевич картинисем пурте ăна пĕр пек çывăх. Чи кирли, В.Л.Немцев шутланă тăрăх, унăн картинисем тăван Чăваш Енре упранччăр, тăван чăваш халăхне савăнтарччăр.

Çавăнпа та пуль вăл хăйĕн ĕçĕсен пĕр пайне хăй çуралнă çĕр-шыва — Комсомольски районне парнелеме кăмăл турĕ. Пирĕн вара çак пуянлăха тĕрĕс-тĕкел упраса халăх патне çитерес тĕллев. Хальхи вăхăтра музейре картинăсене музей фондне шута илессипе ĕçсем пыраççĕ. Малалла вара çак пысăк пуянлăха халăх патне çитерес тĕлĕшпе проект çырасси, картинăсен куçса çÿрекен куравне йĕркелесси, музей çумĕнче картинăсен галерейине йĕркелессипе ĕçсем пырĕç. Хальлĕхе картинăсен пĕр пайĕ районти тĕп библиотекăра куравра. В.Немцев творчествипе паллашас текенсем кунта килсе курма пултараççĕ.

Çакăн пек пысăк пуянлăх парнеленĕшĕн Чăваш халăх художникне В.Немцева чунтан тав сăмахĕ калатпăр, вăрăм кун-çул, канлĕ ватлăх сунатпăр. Унăн картинисем тăван халăха савăнтарĕç, нумай-нумай çул художникăн ырă ячĕ ăруран ăрăва куçса пырĕ. Тайма пуç, сире, Виктор Леонтьевич.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика