14 июля 2012 г.
Юратнă çынпа кун иртни те, ĕмĕр иртни те сисĕнмест, теççĕ халăхра. Комсомольскинчи Любовь Кирилловнăпа Виталий Яковлевич Ивановсем çур ĕмĕр ĕнтĕ пĕрле. 50 çул сисĕнмесĕрех вĕçсе иртнĕ. Çапах чунĕпе халĕ те çамрăк вĕсем, яш чухнехи пек ăшшăн тинкереççĕ пĕр-пĕрин çине.
Çĕнĕ Сĕнтĕр каччипе Кĕçĕн Каçал хĕрĕ 1962 çулта паллашнă. Ун чухне Виталий икĕ çул службăра тăнă хыççăн яла отпуска таврăннă пулнă. 22 çулти яштака, чипер хĕре пĕрре курсах килĕштернĕ. «Хĕрсемпе унччен те калаçкаланă. Анчах Любăна курсан тем пулчĕ. Вăл мана тÿрех тыткăнларĕ»,— ăшшăн сăмахлать Виталий Яковлевич. Нумай тăсса тăмасăр вăл хĕре качча тухма ыйтнă. Çапла салтак отпускĕ пĕтичченех çемьеллĕ çын пулса тăнă. Службăна каялла таврăнма вăхăт çитсен вăл тепĕр çуллăха çар чаçне тухса кайнă, мăшăрĕ вара ялта юлнă, час-часах салтак патне çырусем шăрçаланă.
Любовь Кирилловна Канашри педагогика училищинче ăс пухнă. Кайран вара тÿрех ача садне вырнаçнă та 40 çул çавăнта тăрăшнă. Ачасене чунтан юратаканскер ирсерен хаваспах ĕçе çÿренĕ, вĕсемпе тăрмашса кун мĕнле иртнине те сисмен.
Виталий Яковлевич салтакран таврăнсан строительство техникумĕнче вĕреннĕ, инженер-строитель специальноçне алла илнĕ. Темиçе çул районти коммуналлă хуçалăхăн начальникĕ пулнă. Тивĕçлĕ канăва кайиччен райадминистрацинче строительство енĕпе ĕçленĕ.
Виçĕ хĕр çуратса ÿстернĕ Ивановсем, тивĕçлĕ воспитани парса ура çине тăратнă. Светланăпа Надежда Мускавра тĕпленнĕ, хăйсене килĕшекен профессисене суйласа илсе тĕрлĕ çĕрте тăрăшаççĕ. Вăталăххи Татьяна вара аякка кайма шутламан, Комсомольскинчех вырнаçнă, суту-илÿ çуртĕнче уйрăм заведующийĕнче вăй хурать. 4 мăнукĕпе мăнукĕн 1 ачи час-часах хăнана килсе савăнтараççĕ Ивановсене.
Çур ĕмĕр пĕрле шăкăл-шăкăл калаçса пурăнакансенчен çемьере килĕшÿ мĕн çинче тытăнса тăни çинчен ыйтмасăр чăтаймарăм. «Пĕр-пĕрне ăнланма тăрăшмалла. Мĕншĕн те пулин çилленес-тăвас пулсан кÿренĕве шала ямалла мар. Тепĕр чух сăмах килĕшменни пулать вĕт. Эпĕ вара гаража тухса ларатăп, музыка яратăп. Лăплансан çеç киле кĕретĕп»,— пĕлтерет Виталий Яковлевич. Çапла ĕнтĕ, çемье пурнăçĕнче вăхăтра чарăнма, шухăшласа илме пĕлни пĕлтерĕшлĕ. Хальхи çамрăксем вара темшĕн çакна ăнланмаççĕ, 1—2 çул пурăнсанах уйрăлаççĕ, теприсемпе пĕрлешекенсем те пайтах. Çак кунсенче ылтăн туй уявлакан Ивановсене çакă питĕ пăшăрхантарать. «Çемьене хаклама пĕлмеççĕ. Эрех ĕçсе, пирус туртса çÿресе мĕнле ачасем çураласси пирки те шутламаççĕ. Пурнăç çине чылайăшĕ çăмăлттайла пăхать»,— пытармаççĕ вĕсем шухăшне.
Чăнах та, çемье çирĕплĕ-хĕнче, çумра яланах юратнă мăшăр пулнинче пурнăçри телей уççи пытаннă пулĕ. Çак килĕшÿллĕ мăшăр çине пăхсассăн çакна тата та лайăхрах ăнланатăн.
Источник: "Каçал Ен"