14 июля 2012 г.
Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви уйрăмĕ Канашри пĕр суту-илÿ предприятийĕн 39 çулти директорĕ çине уголовлă ĕç пуçарнă. Ăна юридици сăпачĕсен пĕрлĕхлĕ патшалăх реестрне тата хуçалăх обществине хутшăнаканăн решенине фальсификациленĕшĕн айăплаççĕ.
Уголовлă ĕç материалĕсем тăрăх, 2012 çулхи февральте айăпланакан компаньонĕн Комсомольски районĕнче вырнаçнă тулли мар яваплăхлă обществине хăйĕн аллине ярса илес тĕллевпе суя документсем хатĕрленĕ. Унта вăл обществăна хутшăнакансем хушшине пĕр пĕлĕшне кĕртни, хальхи директор тивĕçĕсене пурнăçлама пăрахни, ун вырăнне çĕнни йышăнни çинчен калакан информацие кĕртнĕ. Çапла майпа вăл çĕнĕ директор урлă фирма ĕçне йĕркелесе тăрса тупăш илме планланă. Малалла çак суя документсене Комсомольски районĕн налук службине кайса панă, анчах та унăн хăйĕн тĕллевĕсене пурнăçлама май килмен.
Халĕ ĕç-пуç мĕнле пулса иртнине пĕлме следстви меро-приятийĕсем ирттереççĕ, уголовлă ĕçе тĕпчесси малалла пырать.
Источник: "Каçал Ен"