АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Гидротехника сооруженийĕсене тĕрĕсленĕ

14 июля 2012 г.

Район прокуратури гидротехника сооруженийĕсемпе усă курмалли йĕркесене палăртакан саккунсене мĕнле пăхăннине тĕрĕсленĕ, Александровка ял поселенийĕнче йĕркесене пăснине тупса палăртнă. Кивĕ Сĕнтĕр çывăхĕнчи Пумăш шывĕ çинчи тата Çĕнĕ Сĕнтĕр çывă-хĕнчи Кĕтне юппинчи пĕвесене никам та пăхса-юсаса тăмасть, вĕсем хăрушлăх кăларса тăратаççĕ.

РФ Конституцийĕн 42 статйипе килĕшÿллĕн, кашни çын, экологи йĕркисене пăсни унăн сывлăхне е пурлăхне сиен кÿрет пулсан, çакăншăн тăкаксене саплаштарма ыйтма пултарать. «Гидротехника сооруженийĕсен хăрушсăрлăхĕ çинчен» Федераллă саккун тăрăх гидротехника сооруженийĕн харпăрлăхçи е унпа усă куракан организаци унăн хăрушсăрлăхĕшĕн яваплă, авари пулсан та тăкаксене вĕсен саплаштарма тивет.

Çÿлерех асăннă гидротехника сооруженийĕсен харпăр-лăхçи çукки хăрушсăрлăх çинчен калакан саккуна пăсни пулать, вăл чрезвычайлă лару-тăру патне илсе çитерме пултарать.

Çакăн йышши йĕркене пăснисене Комсомольски, Аслă Çĕрпÿел, Хирти Сĕнтĕр ял поселенийĕсенче те тупса палăртнă. Тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх харпăрлăхçăсемсĕр гидротехника сооруженийĕсене ятарлă органта учета тăратас тĕллевпе Елчĕк район судне 4 тавăç ярса панă.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика