14 июля 2012 г.
Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» пайĕнче ĕçлекенсем çынсем право йĕркисене мĕнле пăхăннине çирĕп тĕрĕслеççĕ. Акă, кăçалхи январь — июнь уйăхĕсенче çул-йĕр çинчи тĕслĕхсене шута илмесен 1267 çын административлă йĕркене пăснине тупса палăртнă (пĕлтĕрхи çак тапхăрта — 1064). Пĕрремĕш çур çулта панă штрафсен сумми 189300 тенкĕпе танлашать, вĕсенчен 129000 тенкине шыраса илнĕ те ĕнтĕ.
Палăртмалла: чи нумай административлă протокол эрех ĕçсе ÿсĕрĕлнĕ çынсем çине çырнă (708), пурĕ вĕсене 122600 тенкĕлĕх штраф панă. Çавăн пекех вак хулиганлăхшăн, обществăлла вырăнсенче эрех-сăра ĕçнĕшĕн, ашшĕ-амăшĕ ачисене воспитани парас енĕпе тивĕçĕсене пурнăçламаншăн çырнă протоколсем те сахал мар.
Чылай чухне ĕçсе ÿсĕрĕлнисем преступлени çулĕ çине тăраççĕ, право йĕркине пăсаççĕ. Çавăнпа та шалти ĕçсен пайĕ эрех-сăрана саккуна хирĕç майсемпе хатĕрлекенсемпе тата сутакансемпе кĕрешесси çине пысăк тимлĕх уйăрать. Унсăр пуçне çул çитменнисене алкоголь продукцине сутакансене тупса палăртас тĕллевпе те тĕрлĕ ĕçсем ирттерет. Çапла кăçалхи çур çулта этил спиртне тата ытти алкоголь продукцине саккуна хирĕç майпа хатĕрлекенсене тупма 16 тĕрĕслев ирттернĕ, Чăваш Республикин административлă йĕркине пăснисем çинчен калакан саккунĕн 16 статйипе административлă 2 протокол çырнă.
Асăрхаттаратпăр: саккуна пăсни ырă патне илсе çитермест. Штраф тÿлемелле тусан çеç çакăн çинчен аса илес марччĕ.
Источник: "Каçал Ен"