АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Ен Пĕтĕм Раççейри IХ çуллахи ял спорт вăййисене хатĕрленет

14 июля 2012 г.

Июлĕн 14—18-мĕшĕсенче Чăваш Енре Пĕтĕм Раççейри IХ çуллахи ял спорт вăййисем иртеççĕ. Ăмăртăва июлĕн 14-мĕшĕнче Шупашкарти «Олимпийский» стадионта савăнăçлă лару-тăрура уçĕç. Уява пуçтарăннисене «Грани Театра Масс» преми лауреачĕн, массăллă спорт мероприятийĕсен режиссер-постановщикĕн Валентин Алексеевăн театрализациленĕ постановкине кăтартĕç.

Пĕтĕм Раççейри çуллахи ял спорт вăййисем сывлăха çирĕплетме пулăшаççĕ, çĕр ĕçченĕсем, ял çыннисем çине тимлĕх уйăрма хистеççĕ. Çулсерен ăмăртăва хутшăнакансен шучĕ ÿссех пырать.

Ял спорт вăййисен юхăмне пула спортăн уникаллă наци тĕсĕсем сыхланса юлаççĕ. Кăçалхи ăмăртусенче йăлана кĕнĕ дисциплинăсемпе — çăмăл атлетика, ирĕклĕ майпа кĕрешесси, волейбол, урам баскетболĕ, çуллахи полиатлон, армспорт, кире пуканĕ йăтасси — çеç мар, хăйне евĕр спорт тĕсĕсенче те (лапта, канат туртасси), професси тупăшăвĕсенче те (доярсен, механизаторсен, утă çулакансен ăмăртăвĕ) вăй виçме пулĕ. Программăра çавăн пекех хăйне евĕр троеборье пур: михĕпе кукленесси, тиенĕ лава куçарасси, кире пуканне хапха урлă ывăтасси.

Вăйăсем «Ялăн 2012 çул таранхи социаллă аталанăвĕ» Федераллă тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн иртеççĕ. Вĕсене Раççей Ял хуçалăх министерстви, Спорт министерстви, «Урожай» ирĕклĕ спорт обществи», обществăлла пĕрлешÿсен союзĕ тата Чăваш Республикин Правительстви йĕркелеççĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика