АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уй-хирте

14 июля 2012 г.

Паянхи кун тĕлне районти хуçалăхсенче пурĕ 5343 тонна утă хатĕрленĕ, çав шутра «Урожай» колхозра — 759 тонна, «Дружба» ЯХПКра — 531 тонна, «Трудра» — 417 тонна, «Славăра» — 403 тонна.

11294 тонна сенаж янтăланă (палăртнин 57 проценчĕ). Ку енĕпе чи ăнăçлă ĕçлекенсем: «Урожай» колхоз — 1701 тонна, «Восток» ЯХПК — 1670 тонна, «Искра» колхоз — 1450 тонна, «Рассвет» ЯХПК — 1238 тонна, «Асаново» — 1225 тонна, «Дружба»— 1100 тонна.

«Луч» ЯХПКра 1015 тонна силос хатĕрленĕ.

Районти 7 хуçалăхра 1 çул ÿсекен курăксене çулаççĕ. Ку ĕçе 449 гектар çинче пурнăçланă.

«Искра» тата «Урожай» колхозсенче çĕртме тума пикеннĕ.

12 хуçалăхра кĕрхи тырăсем акма çĕр хатĕрлеççĕ, 1144 гектар çинче çак ĕçе пурнăçланă. Уйрăмах «Дубрава» ЯХПК, «Комсомольские овощи» агрофирма, «Родина» фермер хуçалăхĕ ку енĕпе хастар.

«Комсомольские овощи» агрофирмăра ир пулакан çĕр улмин 6 гектарне кăларнă, кашни гектартан 140-шер центнер тухăç илнĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика