11 июля 2012 г.
Кайнлăк ял поселенийĕн территорийĕнче Ирина Николаевна Смирновăна палламан çын çук та пулĕ. Çынсемпе ăшшăн сăмахланăшăн, пуринпе те пĕр чĕлхе тупма пĕлнĕшĕн хисеплеççĕ ăна ялта.
Ирина Николаевна ял поселенин администрацийĕнче 1-мĕш разрядлă специалист пулса ĕçлет, кунсерен чылай çынпа тĕл пулма, вĕсен ыйтăвĕсене татса пама тивет унăн. «Пĕрне пĕр япала пăшăрхантарать, теприне — тепри. Кашнинех тимлĕн итлеме, пулăшма тăрăшатăп. Вăхăт çук-ха тесе çынран пăрăнаймастăн-çке»,— пĕлтерет вăл.
Вăхăчĕ, чăнах та ĕнтĕ, ĕçе килсен сисĕнмесĕрех иртсе каять. Юлашки çулсенче хут ĕçĕ нумайланса кайнипе вĕсемпе аппалансах кун иртет, тумалли тата та чылай юлнăн туйăнать. Ирина Смирнова ытларах нормативлă право енĕпе ĕçлет, тĕрлĕ документсем хатĕрлет. Вĕсене вара вăхăтра та тĕрĕс тума пĕлмелле. 10 çул ытла кунта тăрăшаканшăн çакă чăрмавсем кăларса тăратмасть. «Мĕн те пулин ăнланманни пулсассăн ытти ял поселени администрацийĕсен специалисчĕсене шăнкăравлатăп, вĕсемпе канашлатăп»,— тет Ирина Николаевна.
Специалист яланах пулăшма хатĕррине кура çынсем те ун патне туртăнаççĕ, час-часах ку е вăл ыйтăва унпа пĕрле сÿтсе яваççĕ. «Вăл хăр-хар кăшкăрнине нихăçан та илтмен. Çепĕç чĕлхеллĕскер, сăпайлă та ăшă чунлăскер патне пырса кĕме те кăмăллă»,— теççĕ И.Смирнова çинчен ял çыннисем.
Источник: "Каçал Ен"