АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пуçтарăнса канашланă

11 июля 2012 г.

Çак кунсенче район администрацийĕн ларусен залĕнче ĕçпе вăрçă ветеранĕсен пуçламăш организацийĕсен совечĕсен председателĕсем пленума пуçтарăннă.

Унта чи малтанах районти тĕп больницăн поликлиника заведующийĕ Татьяна Жукова тухса калаçнă. Вăл ĕçпе вăрçă ветеранĕсене, тыл ĕçченĕсене тата халăхăн ытти категорийĕсене медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерессипе тĕплĕн паллаштарнă. Пенси фончĕн районти управленийĕн начальникĕн çумĕ Ирина Белобаева Россия Федерацийĕн пенси законодательствинчи улшăнăвĕсене пăхса тухнă.

Район администрацийĕн социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ Ираида Никитина ветерансем çинчен калакан федераллă саккун мĕнле пурнăçланса пынине тишкернĕ. Районти ветерансен совечĕн председателĕ Юрий Тимофеев ĕçпе вăрçă ветеранĕсен пуçламăш организацийĕсенче отчетпа суйлав пухăвĕсем ирттересси çинчен тухса калаçнă. Çавăн пекех райадминистраци пуçлăхĕ Михаил Афанасьев та сăмах илнĕ, районăн социаллă-экономикăлла аталанăвĕпе паллаштарнă, пуçтарăннисене пăшăрхантаракан тĕрлĕ ыйтусем çине хуравланă.

Юлашкинчен районти ветерансен совечĕн тĕрлĕ енсемпе ĕçлекен 5 комиссине туса хунă.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика