АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 1000-мĕш сертификат хуçине тупнă

11 июля 2012 г.

Июлĕн 6-мĕшĕнче, Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕ умĕн, Пенси фончĕн районти управленийĕнче амăшĕн капиталĕн 1000-мĕш сертификатне панă. Унăн хуçи Комсомольскинче пурăнакан Анна Дмитриевна Самарина, «Комсомольскинчи юсавпа строительство участокĕ» АХОн ĕçченĕ пулса тăнă. А.Самаринан 2 хĕр: Анастасия тата Ольга.

Палăртмалла: районта 500 ытла çемье амăш капиталĕпе усă курнă. Çакна валли Пенси фончĕ 170 миллион тенкĕ ытла куçарнă.

Пирĕн республикăра çак укçа-тенкĕпе усă курасси пĕтĕм Раççейрипе танлаштарсан хăвăртрах пулса пырать: Чăваш Енре — 47 процент, Раççейĕпе — 31 процент. Чылай чухне амăш капиталĕ пурăнмалли условисене лайăхлатнă çĕре каять.

Районти 400 ытла çемье ку укçа-тенке ипотека кредитне тÿлесе татма янă. Çакна тума пурĕ 132 миллион тенкĕ кайнă. Кредит тÿлесе татас тесен ача миçе çулта пулни пĕлтерĕшлĕ мар.

Тата 133 çемье пепкисем 3 çул тултарсан амăш капиталĕпе усă курса пурăнмалли условисене лайăхлатнă. Вĕсенчен 65-шĕ çурт-йĕр туяннă, 36-шĕ строительство организацийĕсене явăçтармасăр çурт хăпартнă е реконструкциленĕ, 10-шĕ укçа-тенке пайлă строительствăна янă, 22-шĕ хăпартнă е реконструкциленĕ çуртшăн компенсаци илнĕ.

Унсăр пуçне çак укçа-тенке амăшĕн ĕç пенсийĕн пуçтарăнакан пайне ÿстерме яма пулать. Амăшĕн капиталĕпе çак тĕллевпе усă курма Раççейĕпе 964 заявка панă. Республикăра хальлĕхе кун йышшисем çук.

Аса илтеретпĕр: 2012 çултан пуçласа амăш капиталĕ 387 пин те 640 тенкĕ те 30 пуспа танлашать.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика