11 июля 2012 г.
Чăваш Ен пуçлăхĕ Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераллă ведомствăсен тата муниципалитетсен территориллĕ органĕсен руководителĕсемпе июлĕн 9-мĕшĕнче ирттернĕ канашлăвĕ Кубаньте шыв илнипе вилнисене асăнса шăп тăнинчен пуçланнă.
Аса илтеретпĕр, Краснодар крайĕнчи Крымск хулине шыв илсе аркатса пĕтернĕ. Геленджикпа Новороссийск та вырăн-вырăн шыв айне пулнă. Катастрофăра 170 ытла çын вилни паллă, анчах ку кăтарту улшăнма та пултарать. Çухалнă нумай çыннăн шăпине уçăмлатман-ха.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Краснодар крайĕн губернаторне Александр Ткачева пĕрле хурланни çинчен пĕлтерсе телеграмма янă.
Чăваш Енре çут çанталăк инкекĕнче шар курнисене пулăшу пама Республика штабĕ йĕркеленĕ. Ăна «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин регионаллă уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов ертсе пырать, унăн заместителĕсем — Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ, сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталанăвĕн министрĕ Алла Самойлова тата «Пĕрлĕхлĕ Раççей» Партин Председателĕн Д.А.Медведевăн регионаллă обществăлла приемнăйĕн руководителĕ Николай Николаев. Медикаментсене пуçтарассине «Фармация» патшалăх унитари предприятийĕ йĕркелет.
Михаил Игнатьев шар курнисемпе вĕсен тăванĕсене пулăшма чĕнсе каланă. Краснодар крайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, уйрăмах апат-çимĕç, ача-пăча апачĕ, ĕçмелли шыв, эмелсем, ăшă утиялсем, гигиена хатĕрĕсем çитмеççĕ.
Гуманитари пулăшăвĕ парас текенсем «Пĕрлĕхлĕ Раççей» Парти Председателĕн Регионаллă обществăлла приемнăйне: Шупашкар хули, Ленинградская урамĕ, 32, 106 офис адреспа пыма, 8(8352) 62-25-56 телефонпа е «хĕрÿ лини» телефонĕпе 8(8352) 62-03-76 номерпе шăнкăравлама пултараççĕ.
Районсемпе хуласен администрацийĕсем ятарлă счет çине куçарма укçа-тенкĕ пухассине йĕркелеççĕ. Уйрăм çынсем хăйсем тĕллĕн те унта укçа куçарма пултараççĕ.
Реквизитсем:
ИНН 2309030678,
КПП 230901001
Краснодарское краевое отделение общественной организации «Российский Красный Крест»
Краснодарское отделение №8619 Сбербанка России
к/с 30101810100000000602,
БИК 040349602,
рŸс 40703810330000000106.
Назначение платежа: Добровольное пожертвование гражданам, пострадавшим от наводнений в Краснодарском крае в 2012 году.
Источник: "Каçал Ен"