АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уй-хирте

11 июля 2012 г.

Çанталăк лайăх тăнине кура районти хуçалăхсенче выльăх апачĕ çителĕклĕ хатĕрлес тесе хĕрсех вăй хураççĕ. Нумай çул ÿсекен курăксене 5200 гектар çинче çулнă та ĕнтĕ. Пурĕ 5020 тонна утă хатĕрленĕ. Çакă палăртнин 74 проценчĕпе танлашать. Уйрăмах «Урожай» колхозра (703 тонна), «Труд» (417 тонна), «Слава» (403 тонна), «Асаново» (300 тонна) ЯХПКсенче ăнăçлă ĕçлеççĕ.

Районĕпе хальлĕхе 9303 тонна сенаж хывнă (палăртнин 46 проценчĕ). Çав шутра «Восток» ЯХПКра — 1500 тонна, «Рассветра» — 1238 тонна, «Асановăра» — 1225 тонна, «Искра» колхозра — 1200 тонна, «Дружбăра» тата «Урожай» колхозра 1100-шер тонна.

«Луч» ЯХПКра пикенсех силос янтăлаççĕ. Паянхи куна 400 тонна хатĕр.

7 хуçалăхра пĕр çул ÿсекен курăксене çулаççĕ, пурĕ 272 гектар çинче ку ĕçе пурнăçланă.

Уйăх вĕçнелле пĕрчĕллĕ культурăсене вырма тухма та пулĕ. Çавăнпа та выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçе май килнĕ таран хăвăртлатмалла.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика