11 июля 2012 г.
Пирĕн тăрăхри кооперативсенчен чи асли, маларах пуçланса кайни – районти потребительсен обществи. Ыттисем Пĕтĕм тĕнчери кооперативсен кунне хăйсен професси уявĕ тесе шутлаççĕ-и — шутламаççĕ-и, Комсомольски райповĕ вара çулсеренех çак кун умĕн хăйĕн ĕçченĕсене чыслассине йăлана кĕртнĕ.
Июлĕн 6-мĕшĕнче Комсомольски ялĕн кану паркĕнче Пĕтĕм тĕнчери кооперативсен кунне халалланă савăнăçлă уяв пулчĕ. Суту-илÿ ĕçченĕсене, ветерансемпе пайщиксене, тавар туянакансене Чăвашпотребсоюз совечĕн председателĕ Валерий Павлов, Комсомольски район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев, Комсомольски райпо совечĕн ертÿçи Евгений Карпеев, «Россельхозбанкăн» Чăваш Енри филиалĕн директорĕ Ирина Письменская тата ыттисем хĕрÿллĕн саламларĕç. Нумай ĕçчене РФ Центросоюзĕн, Чăвашпотребсоюзăн тата райпо совечĕн наградисене парса чысларĕç. Хисеп грамотисем, медаль илнисем хушшинче тĕрлĕ участоксенче тăрăшакансем пур: прилавок ĕçченĕсем, поварсемпе кондитерсем, çăкăр пĕçерекенсем, суту-илÿ залĕсене тирпей-илем кÿрекенсем, водительсем... Çак хисепе кашниех хастар, тÿрĕ чунлă ĕçĕпе çĕнсе илнĕ.
Çав кунах Комсомольски ялĕнче «Органика» магазин тата «Домик» кафе уçăлчĕç. Комсомольски райпо совечĕн председателĕ Евгений Карпеев палăртнă тăрăх, «Органика» магазинта сутакан апат-çимĕç экологи енчен таса, пахалăхлă, ăна вырăнти производительсем кăлараççĕ, ÿстереççĕ. Кунта Комсомольски райповĕн, Вăрнарти, Шупашкарти тата Етĕрнери аш-какай комбиначĕсен, «Чувашский бройлер», «АККОНД» акционерсен уçă обществисен, Етĕрнери сĕт завочĕн продукцине ирĕклĕнех туянма май пур. Çавăн пекех Чăваш Енре кăларакан минераллă тата пылак шывсен, эрех-сăран ассортименчĕ те пуян, граждансен хушма хуçалăхĕнчен туяннă пахча çимĕç те пур. «Домик» кафе вара налук инспекцине хирĕç вырнаçнă. Кунта питĕ илемлĕ, хăтлă, сутуçисем кăмăллă. Вĕри чей-кофе, çемçе булка-кукăль, техĕмлĕ апат сĕнеççĕ.
Уяв концертне «Çăлкуç» ансамбль, «Автостоп» шоу-группа тата Елена Ярославцеван шоу-балечĕ, фейерверк илем кÿчĕç. Тавар туянакансем хушшинче купонсем те выляттарчĕç. Телейлисем коверлă, велосипедлă, ноутбуклă, кĕпе çăвакан машинăллă, кĕсье телефонĕллĕ, чечек çыххиллĕ пулчĕç, тĕп парне вара — телевизор.
Райцентрта пурăнакансем çеç мар, ялсенчен те çынсем йышлăн килнĕ уява. Вĕсем тĕрлĕ производительсен продукцине тутанса пăхма, туянма пултарчĕç, концерт курса, ташласа та савăнчĕç.
Источник: "Каçал Ен"