07 июля 2012 г.
Мĕн авалтанах чăвашсем хушшинче сунар ĕçĕ анлă сарăлнă. Хальхи вăхăтра та хулпуççи урлă пăшал çакса янă çынсене тĕл пулма пулать. Уйрăмах хĕлле, тин çеç юр çуса кайнă хыççăн, мулкач йĕрĕ куçкĕрет пулнă чухне курăнаççĕ вĕсем. Лараççĕ вара хаклă йышши аэроçунасем вăрман çывăхĕнчи çулсем хĕррипе. Хуçисем йыттисемпе пĕрле вăрăм хăлхаллă куянсен йĕрĕ тăрăх пыраççĕ.
Малалла сăмахăм куян çинчен мар, анчах вĕсене сунарçăсенчен пĕртте кая мар юратакан чĕрчун — тилĕ çинчен пулĕ. Чылай халăхăн сăмах-юмахĕнче тилĕ — илемлĕ, илĕртÿллĕ тата питех те чее те тавçăруллă. Чăн та, тĕрĕс иккен халăх сăмахлăхĕ! Çакна Хырхĕрри ял тăрăхĕнче пурăнакансем кăçал питĕ аван туйрĕç. Мĕншĕн тетĕр-и; Ирхине куç уçнă-уçманах кашни кил хуçи ĕне сума мар, чăн малтан чăххи-чĕппи, хур-кăвакал шутне тĕрĕслет. Ытахальтен мар: кашни кунах пĕрин е теприн кил-картинчен çунатлă кайăк-кĕшĕк çухалать. Пĕрер-икшер çеç те мар, пĕр тытăнсан çĕр каçиччен йышĕпех тĕп тăвать çулăм евĕрлĕ сунарçă. Пĕрисенне пĕр каçра 5 чăх, теприсенне харăсах индоутка аçи тата пусма ларнă икĕ амипе халь-халь тухмалли çăмартисем таранччен, теприсенне 11 кăвакал, вĕсенчен пиллĕкĕшне йăтса тарнă, улттăшне вĕлерсе пăрахса хăварнă. Çĕрле кăна-и, кăнтăрла та асать иртĕхнĕ чĕрчун: ял варринчи пĕверен пĕрисенне 14, теприсенне аванах ÿснĕ 4 хур чĕппине шăхăртнă. Сыхланакана Турă сыхланă тенĕ пек, ял çыннисем кайăк-кĕшĕкне çĕрле вите-хуралтăсене хупма пуçларĕç. Кунта та майне тупрĕ ăста «сунарçă». Пĕрисен вите чÿречин кĕленчи çинче йĕр кайнине туйнă та ăна çĕмĕрсе кĕрсе чăххисене çаклатса кайнă, теприсен автанне кĕлечĕ тăрринчен хăпарса йăкăртнă. Каласа пĕтерме май та çук, кашни ир кĕтÿ хăваланă вăхăтра унта е кунта тилĕ тунă сăтăр ĕçсем çинчен сăмах хускалать. Хăшĕ-пĕри тилле тытма капкăн та лартса пăхрĕ. Анчах та ахальтен чее темен ĕнтĕ ăна: ирхине пăхнă çĕре капкăнĕ мĕнле лартнă çапла тăрать, анчах та какайĕ çухалнă!
Ял халăхĕ ячĕпе сунарçăсенчен ыйтас килет: хăтăлма май пур-ши çак тискер чĕрчунра? Сăтăр тунисĕр пуçне тилĕ уртаракан чире те сарма пулăшать-çке. Ял çывăхĕнчех пурăнаççĕ пулмалла. Тилĕсене пĕччен те, çурисемпе пĕрле те куракансем пулнă. Паллă вырăнсенче чăх-чĕп тĕкĕсем выртнине те калаççĕ. Ăçта эсир, сунарçăсем, е эсир куян-мулкачпа хур-кăвакалсене çеç тытма пултаратăр;
Источник: "Каçал Ен"