07 июля 2012 г.
Çĕр-шывра йĕркелĕх хуçаланасси шалти ĕçсен пайĕ мĕнле ĕçленинчен чылай килет. Пĕтĕмĕшле йĕрке тăвассинче кашни вырăнти уйрăм, кашни сотрудник пĕлтерĕшлĕ. РФ Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» пайĕнче те тÿрĕ чунлă, яваплăха туйса вăй хуракансем тăрăшаççĕ. Вĕсенчен пĕри — Валерий Быков оперативлă дежурнăй. Вăл Канаш хулинче пурăнать, 12-мĕш çул ĕнтĕ ирпе ирех кÿршĕ района ĕçе васкать. Валерий Валентинович шкул сукмакне такăрлатнă вăхăтрах пакунлă çын пулма ĕмĕтленнĕ, çавăнпа та ĕмĕтне пурнăçа кĕртес тĕллевпе Шупашкарти милици шкулне çул тытнă. Дипломлă çамрăк малтанлăха Канашри шалти ĕçсен пайĕнче тăрăшнă, 2001 çулта вара Комсомольскине куçнă.
Дежурнăй чаçре ĕçлекенсен хăйсен кăткăслăхĕсем пур. Кунĕпе-çĕрĕпе дежурствăра ларасси, паллах, çăмăл мар. Валерий Валентинович вара чăрмавсене парăнтарма хăнăхнă, вăл ĕçне савăнсах çÿрет.
Унпа пĕрле дежурствăра ларакан Наиль Гибатдинов та ку ĕçе чунĕ ыйтнипе суйланă. Урмаел каччи шкул пĕтернĕ хыççăн çарта службăра тăнă, унтан вара районти шалти ĕçсен пайĕнче тăрăшма пикеннĕ. Малтанлăха патруль службинче ĕçленĕ, 2006 çултанпа оперативлă дежурнăйăн пулăшаканĕнче вăй хурать. «Хамăн ĕçе питĕ юрататăп. Халăхшăн, хăрушсăрлăхшăн, районти йĕркешĕн ĕçлетпĕр. Килĕшекен ĕçре пĕрре те йăлăхтармасть»,— тет Наиль Гарефетдинович.
Источник: "Каçал Ен"