АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Манăн юратнă кĕнекесем

07 июля 2012 г.

Манăн килти çÿлĕк çинче пĕчĕк библиотека пур. Унта кĕнекесем нумаях мар. Вĕсем маншăн кашниех питĕ хаклă. Вырăслисем те, чăвашла çырнисем те пур унта. К.Ивановăн «Нарспи» кĕнекине Çулталăк конкур-сĕнче «Чи лайăх сочинени çыракан» номинацире çĕнтернĕшĕн панăччĕ. И.Я. Яковлевăн «Чăваш халăхне панă халал» кĕнекине — вĕренÿре пысăк ÿсĕмсем тунăшăн. Вĕсемпе юнашарах манăн чи юратнă икĕ кĕнеке пур. Пĕрремĕшĕ — «Асамлăх çулĕ» ятлă. Вулакан ку кĕнекере çак конкурсри çĕнтерÿçĕсемпе тата вĕсен калавĕсемпе паллашма пултарать. Кĕнеке Шупашкарта 2010 çулта тухнă. Иккĕмĕш кĕнеки — «Чăваш литературин антологийĕ». Мĕншĕн хаклă-ха маншăн вĕсем;..

Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче эпĕ халăх сайчĕ ирттернĕ «Урхамахсем тăраç тапăртатса» конкурса хутшăнтăм, хамăн пултарулăха тĕрĕслесе пăхас терĕм. Хайлав çырма мана хамăр шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен хавхалантарчĕ. Тăрăшни сая каймарĕ: «Хĕллехи кун» калавпа ăмăртура иккĕмĕш вырăн йышăнтăм. Манăн пĕлĕте çити вĕçсе хăпарас, пурне те çак хыпара пĕлтерес килчĕ — ку манăн пĕрремĕш çĕнтерÿ-çке! Раштав уйăхĕн 18-мĕшĕнче Шупашкара пыма йыхрав ячĕç. Шупашкар питĕ илемĕ хула иккен. Мана вĕрентекен интереслĕ вырăнсемпе паллаштарса пычĕ. Килĕштертĕм эпĕ Шупашкар урамĕсене. Унтан пĕр аслă çурта çитрĕмĕр. «Кунта эпир вĕренетпĕр, ку пирĕн вĕренÿ институчĕ»,— терĕ учитель. Акă пысăк та çутă зала кĕтĕмĕр. Çынсем питĕ нумай пуçтарăннă. Эпĕ пăлхантăм. Залра вырăн йышăнса ларсан та лăпланаймарăм.

Акă ĕнтĕ çĕнтерÿçĕсене чыслама вăхăт çитрĕ. Пурне те дипломсем тата кĕнекесем пачĕç. Эпĕ те «Асамлăх çулĕ» кĕнекене тивĕçрĕм. Хуплашкине сар хĕвел илем кÿрет. Ун пайăркисем пĕтĕм тавралăха çутатаççĕ. Пире, ачасене, малалла хастар утма хĕлхем параççĕ пайăркасем. Ÿкерчĕк çинчи ешĕл курăк, пирĕн пекех, çÿлелле, хĕвел патне кармашать. Эпир хамăр тĕллевсем патне çапла талпăнатпăр. Кĕнеке хуплашки çине паллă чăваш писателĕ автограф çырса пачĕ. «Валя! Комсомольскисем — маттур халăх, çав шутра — эсĕ те! 18.ХII.2010». Г.Краснов сăмахĕсем мана паян та хайлавсем çырма хавхалантараççĕ, конкурссене хутшăнма вăй-хал параççĕ, шанчăк кÿреççĕ. Çак уяврах мана паха тепĕр кĕнеке парнелерĕç. «Чăваш литературин антологийĕ» ятлă вăл. Унта — паллă чăваш писателĕсен чи лайăх хайлавĕсем.

Эпĕ кĕнекесене юратса вуларăм. Ман вулав çулне фантастикăллă юмахсем те, сăвăсем те лекрĕç. Çав хайлавсем илемлĕх тĕнчине чĕнеççĕ. Пурте интереслĕ вĕсем. Акă вуласа тухрăм та çак асамлă кĕнекесене. Унтан вĕсем манăн пĕчĕк библиотекăра вырăн тупрĕç. Асăмра ытларах Михаил Шибаевăн «Хресне çăл куçĕ», «Çылăхсăр чун» фантастикăлла калавсем юлчĕç, М.Трубинан «Хăнаран» калавĕ куççуле кăларчĕ. Ман анне те, пур япалана та чун патне илекенскер, çак хайлава вуланă хыççăн вăрттăн

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика