07 июля 2012 г.
Районти хуçалăхсенче пикенсех выльăх апачĕ хатĕрлеççĕ. Нумай çул ÿсекен курăксене пурĕ 4910 гектар çинче çулнă. Çакă пĕтĕмĕшле лаптăкăн 82 проценчĕпе танлашать.
Районĕпе пурĕ 4609 тонна утă хатĕрленĕ (палăртнин 68 проценчĕ). Çав шутра «Урожай» колхозра — 583 тонна, «Труд» ЯХПКра — 417 тонна, «Дружбăра» — 410 тонна, «Славăра» — 403 тонна.
10 хуçалăхра хĕрсех сенаж хываççĕ. Паянхи куна 6530 тонна хатĕр те ĕнтĕ. Ку вăл пĕтĕмĕшле палăртнин 32 проценчĕ. Çак ĕçе «Восток» (1350 тонна), «Рассвет» (1180 тонна), «Асаново» (1100 тонна) ЯХПКсем уйрăмах аван пурнăçлаççĕ.
«Луч» ЯХПКра силос хатĕрлеççĕ. Хальлĕхе 200 тонна янтăланă.
Районĕпе 4 хуçалăхра пĕр çул ÿсекен курăксене çулма пикеннĕ, паянхи куна 142 гектар çинче ку ĕçе пурнăçланă.
Источник: "Каçал Ен"