АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сайтсенче хыпарсем нумайланччăр

07 июля 2012 г.

2012 çулхи иккĕмĕш кварталта районти ял поселенийĕсен сайчĕсене 1324 хыпар вырнаçтарнă, çав шутра апрельте — 605 (45,7 процент), май уйăхĕнче — 385 (29,1 процент), июньте — 334 (25,2 процент). Пĕрремĕш çур çулта пурĕ 2611 хыпар сайтсене пуянлатнă. Районти ял поселенийĕсен хыпарĕсемпе çавăн пекех Чăваш Республикин влаç органĕсен www.cap.ru порталĕнче паллашма пулнă.

Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем 2012 çулăн пĕрремĕш çурринче информаципе аван ĕçленĕ: тĕрлĕ хыпарсене пĕлтернĕ, ĕçсен пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарнă, çивĕч ыйтусене сÿтсе явнă.

Хыпарсенче муниципаллă пĕрлĕхсен ĕçне, ялсенчи обществăлла-политикăлла тата социаллă-экономикăлла пурнăçа çутатса панă. Тематика тăрăх вĕсене ял хуçалăхĕ, культура, вĕренÿ, спорт тата ытти çине те пайлама пулать.

Элпуç, Комсомольски, Хирти Сĕнтĕр, Хырхĕрри, Тукай, Урмаел, Чĕчкен ял поселенийĕсем çулталăкăн 2-мĕш кварталĕнче хыпарсене куллен вырнаçтарса пынă. Чи нумаййи Чĕчкен (189 хыпар), Хырхĕрри (181), Элпуç (179) ял поселенийĕсенче. Хирти Сĕнтĕрпе Комсомольски ял поселенийĕсенче те хыпарсен шучĕ 100-тен иртет. Çав вăхăтрах Аслă Çĕрпÿелпе Александровка ял поселенийĕсенче 30—40 анчах.

Пĕрремĕш çур çулăн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх та Чĕчкен (351 хыпар), Хырхĕрри (337), Элпуç (303) ял поселенийĕсем малта.

2-мĕш кварталта Александровка, Асанкасси, Кайнлăк, Аслă Çĕрпÿел, Урмаел, Шурут ял поселенийĕсем хыпарсен рейтингĕнче аннине, Элпуç, Комсомольски, Хырхĕрри, Тукай, Чĕчкен ял поселенийĕсем хăпарнине палăртмалла.

Чылай поселени сайчĕсем тăрăх асăрхаттарусем çук. Александровкăсен сайтĕнче вара хыпарсене çеç мар, ытти пайсене те тахçантанпах çĕнетмеççĕ, асăрхаттарусемпе сĕнÿсене шута илмеççĕ. Асанкасси, Кайнлăк, Комсомольски, Аслă Çĕрпÿел, Шурут ял поселенийĕсене сайтăн хушма пайĕсем çине те тимлĕх уйăрма сĕнес килет.

Çак отчетлă тапхăрта Чĕчкен, Хырхĕрри, Тукай, Хирти Сĕнтĕр, Элпуç, Урмаел ял поселенийĕсен сайчĕсене нумай çын кĕрсе тухнă, Александровкăсемпе Шурутсен сайчĕсемпе вара чи сахал çын паллашнă.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика