АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялти пурнăçа юратать

07 июля 2012 г.

Ирпе ирех хире тухса каç пуличченех унта ĕçлесси «Слава» ЯХПКра вăй хуракан Валерий Петрушкиншăн çĕнĕлĕх мар. Нумай çул «хурçă утпа» çÿрекенскер çакна хăнăхнă ĕнтĕ. Уншăн кунĕпе трактор рулĕ умĕнче ларасси — хăйне евĕр чун апачĕ: çамрăкланса кайнăн, вăйлă та патвар йĕкĕт евĕр туять хăйне. Механизатор ĕçне вăл урăх нимĕнле ĕçпе те улăштармĕ. «Ялти пурнăçа юрататăп. Уçă сывлăш, илемлĕ тавралăх — çак ырлăхра пурăнни вăл хăех телей»,— пĕлтерет Валерий Николаевич. Хальхи вăхăтра пысăк укçа илес тесе çунакансем пурте хуланалла талпăнаççĕ. В.Петрушкин вара ÿркенсе тăмасан ялта та аван пурăнма пулнине палăртать. «Ĕçрен хăраман çын валли ялта ĕç тупăнсах тăрать. Ÿркенмесен, вăй хурсан укçи пулатех. Унсăр пуçне яланах çемьепе пĕрле пулни хаклă. Тĕрлĕ регионсене ĕçлеме çÿрекенсем çемье ăшшине те туяймаççĕ вĕт»,— пытармасть вăл шухăшне. Çемье тенĕрен, трактористсен арăмĕсене аванах чăтăмлăх кирлĕ. Хĕрÿ вăхăтра вĕсем мăшăрĕсене хутран-ситрен çеç кураççĕ тесен те юрать. «Мăшăрăм мана яланах ăнланма тăрăшать. Ĕçрен ăшă сăмахпа та вĕри апатпа кĕтсе илет. Çакă вара пуринчен те хакли»,— тет тăрăшуллă механизатор.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика