АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурăнмашкăн ĕмĕр пĕрле пĕр юрра юрлама пĕлмелле

07 июля 2012 г.

Мăшăрсене ĕмĕр пĕрле пурăнма чунтан юратни, пĕр юрра юрлани çеç мар, пĕр урапа çине ларма пултарни те, çур сăмахранах пĕр-пĕрне ăнланни, каçарма пĕлни те кирлĕ. Пирĕн районта çуршар ĕмĕр алла-аллăн тытăнса пурнăç çулĕпе утакансем пурĕ 32 мăшăр. Уйрăмах Тукай ял поселенине кĕрекен ялсенче йышлă вĕсем, 7 çемье: Вутланри Римма Алексеевнăпа Сергей Павлович Пушкинсем, Тăманлă Выçлири Ольга Павловнăпа Вячеслав Михайлович Николаевсем, Мария Васильевнăпа Василий Александрович Савиновсем тата Нина Терентьевнăпа Егор Иванович Немцевсем Çĕнĕ Мăратра пурăнаççĕ. Анат тата Тури Тимĕрчкасси ялĕсенчи 3 мăшăр кăçал ылтăн туй паллă тума хатĕрленет: Вера Никитичнăпа Иван Кузьмич Тимофеевсем, Анисия Яковлевна, Виталий Николаевич Михайловсем, Юлия Ивановнăпа Сергей Афанасьевич Кошкинсем.

Хирти Сĕнтĕр ял поселенийĕн территорийĕнчи Зинаида Степановнăпа Сергей Николаевич Черновсем (Янкасси) февраль уйăхĕнче ылтăн туй кĕрекине ларнă. Кĕр мăнтăрĕпе вара Лидия Егоровна, Анатолий Леонидович Вишневсене (Хирти Сĕнтĕр), Лидия Андреевнăпа Аркадий Евдокимович Антоновсене (Çĕнĕ Кипеç), Гурьяновсене, Елизавета Аверкиевнăпа Вадим Федоровича (Янкасси), раштав уйăхĕнче Антонина Григорьевнăпа Анатолий Андреевич Нестеровсене ачисемпе тăванĕсем паллă кун ячĕпе саламлĕç.

Александровка ял поселенийĕнчи 4 мăшăр вара – Александра Петровнăпа Алексей Афанасьевич Кушмановсем, Вера Алексеевнăпа Григорий Ефимович Пыркинсем, Альбина Григорьевна, Николай Порфирьевич Лебедевсемпе Мария Алексеевна, Василий Михайлович Скобелевсем — январь-май уйăхĕсенчех ылтăн туй кунне паллă туса ирттернĕ.

Аслă Çĕрпÿел ял поселенине кĕрекен ялсенчи Катире Фасхутдиновнăпа Шаяздан Галиуллович Галиуллинсен (Тутар Йăвашкел), Александра Николаевна тата Семен Савинович Кульмаковсен (Хирти Шăхасан), Нина Александровнăпа Николай Александрович Малининсен (Аслă Çĕрпÿел) мăшăрлану çĕррине тăхăннăранпа январь-июнь уйăхĕсенче 50 çул çитнĕ, Аслă Çĕрпÿелĕнчи Ольга Владимировнăпа Владимир Васильевич Петровсем çак событие ноябрьте паллă тума хатĕрленеççĕ.

Урмаел, Комсомольски ялĕсенче çур ĕмĕр пĕр сукмакпа утнă виçшер çемье пурăнать: Тфетовсем, Рахиле Минетулловнăпа Галялтдин Бетртдинович, Гелие Алиулловнăпа Минсеит Ялалтдинович Габдулловсем тата Минсейде Шейхутдиновнăпа Фидаил Хамерханович Султановсем; Вера Федоровнăпа Виталий Борисович Мамуткинсем, Роза Александровна тата Пантелеймон Никифорович Мурнаевсем, çавăн пекех Антонина Митрофановна, Петр Константинович Скворцовсем. Чĕчкенти Минзада Камальтдиновнăпа Тимергали Идиятуллович Шайдулловсем, Аслă Чурачăкри Мария Ивановнăпа Николай Мартынович Крыловсем, Асанкассинчи Нина Филипповнăпа Семен Исаевич Суюковсем, Таисия Даниловнăпа Иван Федорович Волковсем, Эткер ялĕнчи Агапия Степановна, Иван Николаевич Галкинсем юратăва, çепĕçлĕхе упраса çур ĕмĕр пĕрле утаççĕ.

Бриллиант (60) тата тимĕр туйсене (65) кăçал паллă тăвакансем те пур районта. Акă, Татьяна Ефимовнăпа Петр Ефимович Алексеевсем (Йÿç Шăхаль), Лилия Васильевнăпа Александр Сидорович Семеновсем (Нĕр-кеç), Минебану Минязетдиновна тата Минсеит Ямальдинович Азизовсем (Урмаел) пĕр-пĕрне упраса 60 çул, Анфиса Кирилловнăпа Иван Яковлевич Салминсем (Хирти Сĕнтĕр) вара 65 çул пурăнаççĕ. Халăх хуçалă-хĕнче те тăрăшса ĕçленĕ çак çынсем, ача-пăча çуратса ура çине тăратма та пултарнă. Пурне те ырлăх-сывлăх сунатпăр вĕсене. Ачисемпе мăнукĕсене, тăванĕсене вара сумлă ватăсене юратма, пулăшма тата упрама сĕнес килет.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика