АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Семинар-канашлу иртрĕ

07 июля 2012 г.

Июлĕн 3-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусен залĕнче страховани взносĕсене тÿлекенсемпе семинар-канашлу пулчĕ. Унта 27, 56, 167, 210, 212, 360 номерлĕ федераллă саккунсене пурнăçа кĕртнĕ чухне тĕл пулакан ыйтусене сÿтсе яврĕç. Канашлăва РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн начальникĕ Сергей Горбунов уçрĕ. Управлени ертÿçин çумĕ Ирина Белобаева, пай начальникĕ Ирина Самарина, Ирина Гришина тата Валентина Голубева эксперт специалистсем 2012 çулăн иккĕмĕш кварталĕшĕн отчет тунă вăхăтра тĕл пулакан кăткăслăхсем çинчен, обязательнăй пенси тата медицина страховани взносĕсене, пенсин пуçтарăнакан пайне эткерçĕсене тÿлемелли йĕрке пирки тĕплĕн ăнлантарса панă.

Канашлура страховани взносĕсене вăхăтра куçарман предприятисене те палăртса хăварнă. Вĕсен йышĕнче — «Венера», «Агрокабель», «Никос», «Стройсервис», «УК ЖКХ» тулли мар яваплă организацисем, «Комсомольскинчи РСУ» АХО, «Турхан», «Луч», «Алга», «Восток» ЯХПКсем. Иккĕмĕш квартал отчечĕсен пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх тÿлев дисциплинине пăхăнман страховательсене РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕнчи ĕç комиссине чĕнессе пĕлтерчĕ Сергей Валерьевич. Вăл В.С.Агамирян уйрăм предприниматель «Лучший страхователь по обязательному пенсионному страхованию 2011 года» конкурса хутшăнса «Индивидуальные предприниматели, имеющие наемных работников» категорире чи лайăххи пулнине палăртнă. Çĕнтерÿçĕ дипломне июнĕн 21-мĕшĕнче Шупашкарта иртнĕ «Регионы — сотрудничество без границ» регионсем хушшинчи выставкăра предприятин тĕп бухгалтерне Рузалин Арифуллина РФ Пенси фончĕн Чăваш Енти уйрăмĕн ертÿçи Роза Кондратьева панă.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика