АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Правительство граждансемшĕн уçă-и?

04 июля 2012 г.

Раççей регионĕсен правительствисен уççăнлăхĕн рейтингĕнче Чăваш Ен 28-мĕш вырăн йышăнать. Атăл çи федераллă округра вара Чĕмпĕр, Пенза облаçĕсем, Пермь крайĕ, Эрĕнпур облаçĕ тата Удмурти хыççăн — 6-мĕш вырăнта. Çакна кăçалхи апрель уйăхĕнче ирттернĕ тĕрĕслев кăтартса панă.

Правительствăсен уççăнлăхне 4 енлĕн тишкернĕ. Чи малтанах социаллă тетел сервисĕсемпе усă курнине, çав шутра регион пуçлăхĕсем блог тытса пынине пăхса тухнă. Чăваш Енĕн кунта — 3 балл. Палăртса хăвармалла: Михаил Игнатьевăн социаллă тетелсенче блог çук, официаллă сайтра çеç «Интерактивлă кун кĕнеки» пур.

Çавăн пекех правительство кăтартăвĕсен уççăнлăхне тĕрĕсленĕ. Чăваш Енре влаç органĕсен портал пур. Унта регионаллă ведомствăсем, муниципалитетсем, федераллă тытăмсем тата ыттисем те кĕреççĕ. «Электронлă правительствăра» питĕ нумай информаци, çапах тăрăшсан кирлине тупма пулать. Унта чиновниксен телефонĕ, электрон адресĕ, биографийĕ таранах пур. Правительство кăтартăвĕсен уççăнлăхĕшĕн пирĕн республикăна 7 балл панă.

Влаç органĕсен политикине граждансемпе онлайн калаçса йĕркелессипе вара Чăваш Енĕн — 0 балл.

Граждансем хăйсен шухăшĕсене уçăмлатма пултарччăр тесе тăвакан ыйтăмсемпе, пĕлтерÿ хăмисемпе, форумсемпе Чăваш Ене пысăк хак панă — 23 балл.

Кăтартусене правительствăн официаллă тата 6 ведомство веб-сайчĕсене тишкернĕ хыççăн палăртнă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика