АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрремĕш вырăнта - туянакансен кăмăлне тивĕçтересси

04 июля 2012 г.

Пурнăç таппи халăх хуçалăхĕн кашни сфери çинех витĕм кÿрет, çав шутра потребительсен рынокĕ çине те. Акă эпир ача чухне ялĕпе пĕр е икĕ магазин çеçчĕ. Паянхи кун вара суту-илÿ питĕ хăвăрт аталанса пырать. Районти потребительсен обществин магазинĕсемпе танах уйрăм çынсен лавккисем, пысăк сетьсен магазинĕсем пĕрин хыççăн тепри уçăлаççĕ. Пĕтĕм тĕнчери кооперативсен кунĕ умĕн Комсомольскинчи потребительсен общество совечĕн председателĕпе, Чăваш Республикин халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерекен сферин тава тивĕçлĕ ĕçченĕпе Е.И.Карпеевпа тĕл пулса калаçрăм.

— Евгений Иванович, пĕр çирĕм çул каялла райпо тытăмĕ монополист пулнă пулсан, паянхи кун сирĕн предприятисемпе конкуренцие кĕме пултаракан ытти суту-илÿ точкисем пайтах. Çакнашкал лару-тăрура ĕçлеме еплерех?

— Пирĕн ĕç аванах пырать темелле. Конкуренци пĕр вырăнта тăпăртатса тăма паманнипе, яланах çĕнни, пахараххи патне ăнтăлма хĕтĕртнипе лайăх. 2011 çулта, вăйлă конкуренцие пăхмасăрах (райпоннисĕр пуçне районĕпе 150 магазина яхăн), малтанхи çулпа танлаштарсан, пĕтĕм кăтарту пысăкрах пулнă, пĕтĕмĕшле тавар çаврăнăшĕн калăпăшĕ 107 процентпа танлашнă. Çавна май пите хĕретме тивмест. Акă кăçалхи пĕрремĕш кварталта та Чăвашпотребсоюз предприятийĕсем хушшинчи ăмăртура Комсомольски райповĕ малтисен ретĕнче. Пĕтĕмĕшле ĕç-хĕлпе пĕрремĕш, обществăлла апатланăва тата производство ĕç-хĕлне аталантарнăшăн виççĕмĕш, хатĕрлев ĕçне лайăх пурнăçланăшăн, сĕт пуçтарассине аван йĕркеленĕшĕн иккĕмĕш, халăхран пахча çимĕç туяннăшăн тата кондитер изделийĕсем туса кăларнăшăн пĕрремĕш вырăнсене тивĕçнĕ. Çак çитĕнÿсем хăйсемшĕн хăйсем калаççĕ.

«Магнит», «Пятерочка», «Лидерпа» «Орион» магазинсем уçăлни малтанах сисчĕвлентерчĕ. Рынокри хамăр вырăна çухатас мар тесе татăклă та тивĕçлĕ утăмсем тума тиврĕ. Çĕнни яланах илĕртÿллĕ пулин те, тавар туянакансем потребсоюз тытăмех шанчăклине туйса илчĕç, каялла пирĕн пата таврăнчĕç. Ара, çакăн валли пирĕн çирĕп пурлăхпа техника никĕсĕ пур-çке. Суту-илÿ тата производство предприятийĕсене юсаса реконструкциленĕ чухне хальхи дизайн меслечĕсемпе усă курни, сутă тумалли, шăнтмалли çĕнĕ оборудовани туянса вырнаçтарни те пулăшрĕ çакăнта. Паллах, теçеткешер çул райпо тытăмĕнче тăрăшса пуян опыт пуçтарнă специалистсен тÿпи те пысăк.

— Миçе çын ĕçлет потребительсен обществинче?

— Пурĕ 430 çын вăй хурать: прилавок умĕнче, производство цехĕсенче, бухгалтеринче, транспорт çинче вăй хуракансем, техникла ĕçченсем. Вĕсем — райпон тĕп шăнăрĕ, чи пысăк пуянлăхĕ. Çынсене ĕç вырăнĕсенче хăтлă условисем туса парассишĕн куллен тимлетпĕр. Çакăн пек çутă тĕслĕхсенчен пĕри — «Хлебозавод» тулли мар яваплă общество. Ăна шалтан та, тултан та паянхи вăхăта тивĕçтерекен сăн кĕртнĕ, юсавпа строительство ĕçĕсем туса ирттернĕ. Лару-тăрăва кура çынсен кăмăлĕ те улшăнчĕ, тăрăшарах ĕçлеме пуçларĕç. Çак сăмахсенех Суту-илÿ çурчĕ, хуçалăх таварĕсен, Чĕчкенти, Аслă Чурачăкри, Шурутри, Тăманлă Выçлири тата ытти магазинсем пирки те калама пулать. Йывăрпа пулин те, ĕç укçи те хуллен ÿссе пырать. Ăна эпир конвертпа памастпăр, никамран та тĕрĕссине пытармастпăр. Налуксене, Пенси фондне, медстраховани фондне вăхăтра тÿлевсем куçаратпăр, çакă паян ĕçлекенсемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. 2011 çулта райпо патшалăх хыснине куçарнă налуксемпе тĕрлĕ тÿлевсен пĕтĕмĕшле хисепĕ 33 миллион тенкĕпе танлашнă.

— Евгений Иванович, уяв умĕн чи хастаррисене палăртса хăварсан та вырăнлă пулмалла.

— Чăнах та, пирĕн тытăмри кирек хăш сферăра та ĕçе чунтан парăнса тÿрĕ кăмăлпа тăрăшакансем пайтах. Акă обществăлла апатланура Асанкассинчи «Лесное» кафе коллективĕ палăрса тăрать, хăйсене панă плансене уйăхсерен ăнăçлăн пурнăçласа пырать (заведующийĕ — Елена Викторовна Андреева). Нĕркеçри куллен кирлĕ таварсен (Мария Петровна Волкова), Хырай Ĕнелĕнчи «Стройхозтовары» (Альбина Николаевна Александрова) магазинĕсенче ĕçлекенсем, Нина Яковлевна Мельникова сĕт пуçтаракан та тăрăшуллă. «Хлебозавод» ООО-ри пекарьсен, кондитерсен бригадирĕсем Юлия Григорьевна Ивановăпа Румия Мингалиевна Тазетдинова, Александр Геннадьевич Индюков, Рефис Рахимуллович Хайртдинов водительсем те — ыттисемшĕн ырă тĕслĕх.

— Тавар туянакансен шанăçне тÿрре кăларас тесен икĕ ен хушшинчи хутшăнусене куллен аталантармалла, продукци те пахалăхлă пулмалла... Çак тĕлĕшпе мĕнле утăмсем тăватăр?

— Клиентсене çухатас мар тесен сутуçăсен чи малтан суту-илÿ культури пулмалла, çакна вĕсенчен çирĕп ыйтатпăр та. Продукци пахалăхĕ, ассортименчĕ туянакансем ыйтнине тивĕçтертĕр тесе тĕрлĕ поставщиксемпе ĕçлетпĕр, район çыннисене кирлĕ пулăшусем пама тăрăшатпăр. Çынсем пирĕн патран тулли кăмăлпа тухса кайни, çĕнĕрен те çĕнĕрен кунтах килни пирĕншĕн питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ăшшăн та ыр сунса кĕтсе илекен çĕре кирек камăн та чун туртнине яланах асра тытса вăй хурать коллектив.

— Евгений Иванович, Пĕтĕм тĕнчери кооперативсен кунĕ çывхарса пынă май хăвăр ĕçченĕрсене, район çыннисене мĕн суннă пулăттăр?

— Ентешĕмĕрсене уяв ячĕпе чун-чĕререн саламласа çирĕп сывлăх, телей те юрату сунатăп. Çĕнĕрĕн те çĕнĕ çитĕнÿсем тума иксĕлми вăй-халпа ăнăçу юнашар пулччăр. Районти потребительсен обществипе вырăнти халăх, предпринимательсем, пайщиксем хушшинчи çыхăну куллен çирĕпленсе пытăр. Район çыннисене вара июлĕн 6-мĕшĕнче райцентрти культурăпа кану паркне йыхравлатпăр. Пĕтĕм тĕнчери кооперативсен кунне халалласа çав кун унта пысăк мероприяти йĕркелетпĕр. Уяв концерчĕ пулать, купонсем выляттаратпăр. Поставщиксем хăйсен продукцине дегустацилеме май парĕç.

— Тавах калаçушăн. Сире те уяв ячĕпе саламлатпăр, малашнехи ĕçĕрте ăнăçу сунатпăр. Ĕмĕтленнĕ ĕмĕтĕрсем пурнăçа кĕччĕр.

КĔСКЕ СПРАВКА: Паянхи кооперативсен юхăмĕ 1844 çулта Англири Рочдейль хулинчи пир тĕртекенсен ушкăнĕ пĕрремĕш потребительсен кооперативне туса хунăранпа пуçланса кайнă. «Тĕрĕслĕхшĕн çунакан Рочдейль пионерĕсен обществи» ĕçлекенсене ирĕклĕхпе пăхăнманлăх парассинчи пĕрремĕш утăм пулнă. 1895 çулта Лондонра Пĕтĕм тĕнчери кооперативсен альянсне йĕркеленĕ.

1994 çулта кооперативсем социаллă экономикăлла аталанăвăн пĕлтерĕшлĕ факторĕ пулнине кура ООН Генеральнăй Ассамблейи Пĕтĕм тĕнчери кооперативсен кунне туса хума, ăна июль уйăхĕн пĕрремĕш шăмат кунĕнче уявлама сĕннĕ.

Комсомольски райповĕ 2011 çулта

— 890 тонна сĕт;

— 270 тонна çĕр улми;

— 200 тонна пахча çимĕç пуçтарнă.

— 331 тонна кондитер изделийĕ;

— 543 тонна çăкăрпа булка изделийĕсем туса кăларса сутнă.

Пĕр çын пуçне 92,89 тенкĕлĕх йăлари пулăшусем панă, çак енĕпе республикăра 2-мĕш вырăн

йышăннă.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика