АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уй-хирте

04 июля 2012 г.

Çуллахи вăхăтра выльăх апачĕ çителĕклĕ хатĕрлени хĕлĕпе лăпкăн пурăнма май парать. Çакна тĕпе хурса районти хуçалăхсенче пикенсех выльăх апачĕ янтăлаççĕ.

Нумай çул ÿсекен курăксене 4537 гектар çинче çулнă. Çакă пĕтĕмĕшле лаптăкăн 75 проценчĕпе танлашать. Хуçалăхсенче пурĕ 4412 тонна утă хатĕрленĕ. Уйрăмах ку енĕпе «Урожай» колхозра (563 тонна), «Дружба» (410 тонна), «Слава» (403 тонна) ЯХПКсенче тăрăшса ĕçлеççĕ.

Районти 7 хуçалăхра сенаж хываççĕ. Хальлĕхе палăртнин 19 процентне (3870 тонна) пурнăçланă. Ку ĕç «Восток» (1100 тонна), «Рассвет» (870 тонна), «Асаново» (800 тонна), «Победа» (800 тонна) ЯХПКсенче уйрăмах ăнăçлă пырать.

«Луч» ЯХПКра силос хатĕрлеме пикеннĕ. Паянхи куна 50 тонна янтăланă.

Районĕпе 3 хуçалăхра («Искра» колхоз, «Дружба», «Асаново» ЯХПКсем) пĕр çул ÿсекен курăксене çулма пуçланă.

Юлашкинчен çакна палăртса хăварас килет: курăксене пĕрремĕш хут çулассине вĕçлесе пымалла, выльăх апачĕ хатĕрлессине хăвăртлатсан аван пулмалла.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика