02 июня 2012 г.
Районти хуçалăхсенче паянхи кун тĕлне нумай çул ÿсекен курăксен 4233 гектарне çулнă. Çакă планра палăртнин 70 проценчĕпе танлашать.
4065 тонна утă хатĕрленĕ, пурĕ вара 6800 тонна хатĕрлеме палăртнă. Ку енĕпе чи ăнăçлă ĕçлекенсене уйрăммăн асăнса хăварас килет. Вĕсем: «Урожай» колхоз — 538 тонна, «Дружба» ЯХПК — 410 тонна, «Слава» ЯХПК — 403 тонна.
Районĕпе пурĕ 20100 тонна сенаж хывмалла, хальлĕхе 2360 тонна хатĕрленĕ: «Восток» ЯХПКра — 250 тонна, «Асановăра» — 630 тонна, «Победăра» — 700 тонна, «Рассветра» — 780 тонна.
Чылай вăхăт типĕ тăнă хыççăн халĕ çăвакан çумăрсем питех те вырăнлă. Çанталăка пула ĕçсем вăхăтлăха чарăннă. Уяртсан курăксене пĕрремĕш хут çулас ĕçе нумая хăвармасăр вĕçлеме тăрăшмалла.
Источник: "Каçал Ен"