30 июня 2012 г.
Уй-хирте çитĕннĕ мĕн пур тыр-пула пĕр тăкаксăр пухса кĕртессишĕн чун хавалĕпе ĕçлеççĕ çĕр ĕçченĕсем. «Труд» ял хуçалăх производство кооперативĕнче кадрсен ыйтăвĕ нихăçан та çивĕч тăман. Мĕншĕн тесен кунта ĕçне чунтан парăннă специалистсемпе ял хуçалăх ĕçченĕсем тăрăшаççĕ.
«Çĕр çинче ĕçлеме кăмăллакансем нихçан та пĕтмеççĕ, вĕсен чăтăмлăхне тивĕçлипе кăна хакламалла»,— тет Рамил Алимов. Вăл хуçалăхра 20 çул ытла трактористра тăрăшать. «Паха опытлă, уй-хир ĕçĕнче нумай ăнланать», — теççĕ ун пирки ĕçтешĕсем. Ăсталăхĕпе палăрнă механизатор пĕрле ĕçлекенсене сĕнÿ-канаш пама та ÿркенмест.
«Рамил Минзаидович пуриншĕн те тĕслĕх»,— терĕ ун пирки Ремис Шарафутдинов председатель. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна ĕçри çитĕнÿсемшĕн Акатуйра Хисеп грамотипе, хаклă парнепе наградăланă.
Источник: "Каçал Ен"