27 июня 2012 г.
Кĕçĕн Каçалта пурăнакан Петр Дмитриевич Кокорев çак кунсенче 80 çулхи юбилейне уявларĕ. «Çав çула çитме мĕнлерех-ши?»— тесе шутлаççĕ пулĕ хăшĕ-пĕрисем. Пĕрре те çăмăл мар. Вăрçă ачисем чылай нушине ас тивнĕ, темĕн те тÿснĕ.
...Фашистсем пирĕн çĕр-шыв çине тапăнса кĕрсен Петĕрĕн 2 пиччĕшĕ вăрçа тухса кайнă. Ашшĕне те, çулĕсем чылай пулнине пăхмасăрах, ĕç отрядне илнĕ. Килĕнче ватă амăшĕпе аппăшĕ çеç юлнă. Вăл вăхăтри пурнăç йывăр пулни çырмасăрах паллă ĕнтĕ. Çимелли пулман, çие тăхăнмалли çитмен, çапах та чăтнă, вăрçă чарăнасса пĕтĕм чун-чĕрепе кĕтнĕ. Петĕрĕн пиччĕшĕсем вăрçă хирĕнчех выртса юлнă, амăшĕ тем пек кĕтсен те кĕтсе илеймен ывăлĕсене. Ачисемшĕн хурланса мĕн чухлĕ куççуль тăкман-ши вăл; Ашшĕ, Митри пичче, Ленинград блокадине лекнĕ. Йăлтах чăтса ирттерсе килне сывă таврăннă. Анчах нумай пурăнайман, 1962 çулта чире пула вăхăтсăр çĕре кĕнĕ.
Петĕр 1952 çулта Комсомольскинче вăтам шкул пĕтернĕ, çав çулах Канашри финанс техникумне вĕренме кĕнĕ. Вĕреннĕ çĕртенех ăна салтака илсе кайнă. 3 çул Германире службăра пулнă хыççăн вăл 1957 çулта киле таврăннă, малалла техникумра ăс пухнă.
Диплом илсен çамрăк специалиста направленипе Комсомольскинчи «Леспромхоза» ĕçлеме янă. Ăçта кăна вăй хуман-ши Петр Дмитриевич хăйĕн ĕмĕрĕнче; Комсомольскинчи çул-йĕр юсавпа строительство участокĕнче, «Эмитрон» заводăн филиалĕнче, коммуналлă хуçалăхра, «Красный маяк» колхозра, кайран «Комсомольский» совхозра тăрăшнă вăл. Хуть те ăçта ĕçлесен те пултарулăхпа, тăрăшулăхпа палăрнă. Тивĕçлĕ канăва кайсан та лăпланса ларман Петр Дмитриевич, хăйăр карьерĕнче учетчикра ĕçленĕ.
Кăштах унăн çемйипе те паллаштарса хăварас килет. 1958 çулта вăл Кĕçĕн Каçал хĕрĕпе Анна Никифоровна Батюковăпа пĕрлешсе çемье çавăрнă. Туслă мăшăр 4 хĕр çут тĕнчене парнеленĕ, вĕрентсе кăларса ура çине тăратнă. Халĕ вĕсем пурте тĕрлĕ çĕрте вăй хураççĕ. Аслă хĕрĕ Галина ашшĕ çулĕпе кайса финанс техникумĕ пĕтернĕ, бухгалтер пулса ĕçлет. Маргарита Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче ăс пухнă, биологи предметне вĕрентет, Шупашкарта пурăнать. Люда та тĕп хуламăртах тĕпленнĕ, ясли-садра воспитательте тăрăшать. Венера Канашри финанс техникумне пĕтернĕ. Халĕ Норильск хулинче пурăнать, хăйĕн ĕçĕпе шут шăрçи шăрçалать.
Шел пулин те, Петр Дмитриевичăн мăшăрĕ 2004 çулта йывăр чире пула пурнăçран уйрăлчĕ. Мĕн тăвăн, шăпи çавăн пек пулчĕ пуль. Халĕ Петĕр пĕчченех кун кунлать, хĕл каçма Шупашкара хĕрĕсем патне каять. Час-часах эпир, пĕр çулхи мучисем, урама тухса ларатпăр, ĕлĕкхине аса илетпĕр. Аса илмелли вара пирĕн, чăнах та, питĕ нумай, 80 çул хушшинче савăнмалли те, кулянмалли те пайтах пулнă. Паян вара юбиляра манăн такăнмасăр çÿреме, çирĕп сывлăхлă пулма, 100 çулччен пурăнма сунас килет.
Источник: "Каçал Ен"