27 июня 2012 г.
Республика кунне тĕп хулара кашни çулах анлă паллă тăваççĕ. Кăçал та ăна асра юлмалла ирттернĕ.
Унта районти культурăпа кану центрĕн «Кубняночка» халăх вокал ансамблĕ хутшăннă. Ансамблистсем «Çĕр пин юрă тĕнчинче» фестивальте куракансене «Çĕнĕ ял» композиципе паллаштарнă, Диплома тивĕçнĕ.
Çав кунах «Салют» культура керменĕн площадкинче уява пухăннисем «Вăтанатăп калама» тата вĕсен ытти юррисемпе киленнĕ. Уйрăмах куракансем Ксения Гришина, Кристина Павлова шăрантарнă юрăсене хапăл туса кĕтсе илнĕ.
«Республика кунне чăтăмсăр кĕтрĕмĕр — халăхпа пĕрле савăнас, çынсене уяв кăмăлĕ парнелес килчĕ,— терĕ ансамбль ертÿçи Альбина Кокшина.— Çакна та калас килет— уява халăх чун туртăмĕпе пухăннă, пухăнать те».
Источник: "Каçал Ен"