АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Ĕç яланах тупăнать, ан ÿркен кăна»,-

27 июня 2012 г.

тет «Слава» ял хуçалăх производство кооперативĕн механизаторĕ Сергей Падюкин. Вăл çак ĕçре 13 çул ытла тăрăшать. Шаннă ĕçе яланах тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать.

Акă, икĕ-виçĕ эрне каялла кăна вăл кооперативăн виççĕмĕш хирĕнче козлятник ÿсекен лаптăкра пакуссене ворошилкăпа хускатса пынă.

Паянхи куна Александровкăсем 400 тонна ытла утă хатĕрленĕ. Кунта, паллах, механизаторсен тÿпи пысăк. Вĕсенчен пĕри вăл — Сергей Падюкин. Сергей Юрьевич техникăна та, агрегатне те яланах тирпейлĕ, юсавлă тытать.

Икĕ хĕр çитĕнтереççĕ Падюкинсем. Мăшăрĕ, Мария Николаевна, ачапа килте лараканскер, Сергей Юрьевича ĕçрен ăшă сăмахпа, вĕри апатпа кĕтсе илет.

«Çанталăкăн кашни сехечĕпе усă курмалла,— терĕ вăл. — Халĕ çулса пăрахнă люцернăна ворошилкăпа хускататăп. Вăхăтра хатĕрленĕ утта выльăх-чĕрлĕх те килĕштерсе çийĕ, ытларах сĕт парĕ».

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика