23 июня 2012 г.
Июнь уйăхĕнче районти шкулсем çумĕнче кану лагерĕсем ĕçлерĕç. Чылай ача вĕсене çÿресе каникул вăхăтне усăллă та интереслĕ ирттерчĕ.
Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ çумĕнчи лагере 1—7-мĕш классенче вĕренекенсем çÿрерĕç. Çак кунсенче ачасем лагерьпе сыв пуллашса хаваслă мероприятире савăнчĕç. Уява районти культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем йĕркелеме пулăшрĕç, Зульфия Ахметзянова ертсе пычĕ.
Тĕрлĕ отрядсенчи ачасем пĕрин хыççăн тепри сцена çине тухса юрăсем шăрантарчĕç, ташăсем ташларĕç. Куракансене уйрăмах 2-мĕш отрядсен шÿтлĕ юрри, 1-мĕш отрядсен ташши килĕшрĕç. «Тучка» ташă вара пурне те вырăнсенчен хускатрĕ, сцена çинчи ачасем те, куракансем те пĕрле ташларĕç. Çавăн пекех ачасем шкул поварĕсене «ют планета çыннисенчен» хăтарчĕç, вĕсемпе туслашрĕç, тĕрлĕ вăйăсем выляса, конкурссене хутшăнса чунĕсем каниччен киленчĕç.
Источник: "Каçал Ен"