АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Никотин серепине çакланма ансат

23 июня 2012 г.

Пируса пăравус пек мăкăрлантаракансем ыттисенчен 20 çул сахалрах пурăнаççĕ иккен. Анчах çакă вĕсене хăратать-и? Раççей туртакансен йышĕпе малта пыракан çĕр-шыв. Шел те, пирĕн арçынсен 65, хĕрарăмсен 25 проценчĕ кулленех сигарет тĕтĕмне çăтать, çапла майпа хăйсен тата юнашар пурăнакан çынсен сывлăхне хавшатать. Чи хăрушши — çамрăксем те çак наркăмăш серепине çакланни.

Туртни сиенлине нумайăшĕ ăнланать, анчах пĕр хăнăхнă усал йăларан хăтăлаймасть. Пирус сĕрĕмне пула аталанакан чирсем ыттисене аптратсан та унран пăрăнса иртессе шанать вăл. Кашни сигарет хăйĕн йĕрне хăварать. Тумлам чула та шăтарать тенĕн, вăхăт иртнĕçемĕн организмра пысăк улшăнусем пуçланаççĕ.

Сигарет тĕтĕмне çăтнă хыççăн 7 çеккунтрах никотин пуç мимине лекет, малтанлăха клеткăсен хушшинчи çыхăнăва лайăхлатнăн туйăнать, вăхăтлăха ĕçлеттерсе янă пек тăвать те, кайран ăна нумайлăха чарса тăрать.

Чылай вăхăт туртакансен пуç мими никотин порцийĕсене кĕтме пуçлать, унсăр хăй тĕллĕн ĕçлесшĕн пулмасть, биологилле наянлăх çиеле тухать. Хăйне йĕркеллĕ туйма, алкоголик пекех, пуç мими пĕр вĕçĕмсĕр «апат» (эрех-сăра, никотин) ыйтать. Унсăрăн çын сăлтавсăрах тарăхма, вĕчĕрхенме пуçлать, лăпланас тĕллевпе каллех çăварне сигарет хыпать. Çапла уççи-хупписĕр ункăра çаврăнать.

Сигарет сĕрĕмне пула 20 ытла тĕрлĕ чир аталанса вăй илме пултарать. Унăн сиенне чи малтан сывлав органĕсем туйса илеççĕ. Тута, чĕлхе, пыр, ÿпке ракĕпе чирлекенсем хушшинче туртакансем ытларах пулнине палăртаççĕ.

Пирус туртни инсульт патне çитерни те тăтăш тĕл пулать — пуç мимин пĕр-пĕр артерийĕ хупăнса ларнăран клеткăсене юн пыраймасть. Нумай çул туртакансен шăлĕсем те хавшаса арканаççĕ, куç, ар вăйĕ чакать, çын япăх илтекен пулать, ÿпке, вар-хырăм чирĕсем вăй илеççĕ...

Çак наркăмăш серепинчен хăтăлма çăмăл мар. Кăмăл, характер çирĕплĕхĕ кирлĕ. Çапах хăвăр тата юнашар пурăнакансен сывлăхне упраса хăварас тесен тăрăшса пăхмаллах, чăтăмлăх, çирĕплĕх çитермеллех. Усал йăларан хăтăлсан ырă улшăнусене нумай кĕтме тивмĕ — сăн-питĕр çуталнине хăвăрах сисетĕр, апат тутине, шăршăсене унчченхинчен лайăхрах туйма пуçлатăр, организма вăй илме май паратăр, укçа-тенкĕре перекетлетĕр, пурнăçăн кашни саманчĕпе киленме хăнăхатăр...

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика