АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лейкозлă ĕне кĕтĕве ертет

23 июня 2012 г.

 

Мăйракаллă шултра выльăхăн лейкозĕ — Россия Федерацийĕн территорийĕнчи чи анлă сарăлнă инфекциллĕ чирсенчен пĕри. 2011 çулта ăна çĕр-шывăн 63 субъектĕнче, çын пурăнакан 2123 вырăнта регистрациленĕ, çав шутра Чăваш Республикинче — 11, Комсомольски районĕнче — 2. Пирĕн район территорийĕнче 1990 çултах «Дружба» тата «Заря» колхозсенче ĕне ашĕн гематологи тата гистологи тĕрĕслевĕсем ирттернĕ хыççăн инфекци тупса палăртнă. Унтанпа 22 çул иртрĕ пулин те, лейкоза çĕнтерме май килмен-ха.

«Заря» колхоз «Пайгаспа» «Рассвет» ЯХПКсене пайланнă хыççăн инфекциллĕ выльăх-чĕрлĕх çак хуçалăхсене те лекнĕ. Кăçалхи тĕрĕслев вара «Алга» ЯХПКра, «Урожай» колхозра, «Золотой колос» ООО, Прокопьевăн, Минатуллинăн фермер хуçалăхĕсенче те лейкозлă выльăхсене тупса палăртнă. 8 ял поселенийĕнчи уйрăм çынсен хуçалăхĕсенче те (Урмаел, Тукай, Чĕчкен, Асанкасси, Элпуç, Комсомольски, Хырхĕрри, Аслă Çĕрпÿел) çак чире регистрациленĕ.

ЧР Патшалăх ветеринари службин руководителĕ Г.А.Яковлев 2012 çулта республикăри лейкоз енчен ăнăçсăр пунктсене пĕтерме, чирлĕ выльăха сыввипе улăштарма палăртнă. Çавăнпа та инфекци тупнă хуçалăхсен ертÿçисен çак ыйту çине уйрăм тимлĕх уйăрмалла.

Лейкозпа тивĕçлĕ шайра кĕрешесси районти ветеринари службин тĕп тĕллевĕсенчен пĕри пулса тăнă. Çуркуннехи лаборатори тĕрĕслевĕсем вăхă-тĕнче ĕçе пысăк яваплăхпа пурнăçланă, чирлĕ выльăхсене тупса палăртса вĕсене уйрăм хуптарнă. Анчах та 2 уйăхранах чирлĕ ĕнесемпе сыввисем каллех пĕрлешсе кайни паллă пулнă. Ферма заведующийĕсем çакна витесем, уйрăммăн пăхма çынсем çитменнипе сăлтавлаççĕ. «Мăйракаллă шултра выльăх лейкозĕн профилактика правилисем» тăрăх инфекциллĕ выльăхăн шучĕ кĕтĕвĕн 10 процентĕнчен иртмест пулсан, чирлĕ ĕнесене кĕтÿрен уйăрмалла е аш-какай комбинатне памалла. Пирĕн вара час-часах çак правилăсене пăсаççĕ, инфекциллĕ ĕнесене ыттисемпе пĕрлех усраççĕ, вĕсен сĕчĕпе çамрăк пăрусене апатлантараççĕ, çапла майпа вĕсене те чир ертеççĕ. Çакăн пек хăтлансан лейкоза çĕнтересси çинчен калаçмалли те çук.

Лейкоз — юнăн шыçă чирĕ. Вирус лимфоцитсенче вырнаçать, сĕтпе, сурчăкпа, куççульпе, лăймака секретсемпе, каяшсемпе тухать, выльăхсене те ерет. Чирлĕ ĕнене тупса палăртсан ăна ыттисенчен уйăрмалла.

Пĕр лексен вирус организмран тухмасть, чир темиçе çула та тăсăлма пултарать. Малтанлăха вăл палăрсах каймасть, каярахпа лимфа тĕввисем, пĕвер, сула шыçма пуçлаççĕ, ытти органсем те сиенленеççĕ.

Лейкоз — сахал тишкернĕ чир. Ăна хирĕç вакцина та, сиплев мелĕсем те çук. Çавăнпа та унпа маларах асăннă правилăсемпе килĕшÿллĕн кĕрешмелле. Çак правилăсене пăсни лейкоза малалла аталантарать, чирлĕ выльăхсен шутне ÿстерет. Асăрхаттаратпăр: инфекциллĕ ĕнесен сĕтне вĕретмесĕр ĕçме, сутма, уйрăм çынсен чирлĕ ĕнисене ял кĕтĕвне яма юрамасть.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика