АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хырăм пăрахсан

23 июня 2012 г.

 

Хырăм пăрахни сиенлĕ пулни çинчен нумай калаçаççĕ, çыраççĕ. Çапах та хырăм пăрахакансен шучĕ чакмасть. Пĕрисем анне пулма хатĕр мар, теприсемшĕн ĕç хаклăрах, виççĕмĕшĕсен укçа-тенкĕ çителĕксĕр е пурăнмалли условисем тивĕçтермеççĕ. Анчах кайран чылай хĕрарăм ача çуратасси çинчен ĕмĕтленме пуçлать.

Хырăм пăрахни — организмшăн пысăк стресс. Вăл аднексит, эндометрит, цервицит патне илсе çитерме пултарать. Паянхи кун час-часах тăвакан çак операци тепре хырăм юлсан хăрушлăх кăларса тăратать. Маларах хырăм пăрахнă хĕрарăмсен ача вăхăтсăр çуралма, плацента аяла вырнаçма, амăшĕпе ачан юнĕ хирĕçле резуслă пулма, çуратнă чухне йывăр килме пултарать. Çавăнпа та енчен те хальлĕхе ача çуратасшăн мар пулсан, хырăм юласран сыхланни организмшăн чылай лайăхрах. Ку ыйтупа врач специалист патне кайса канашламалла.

Ас тăвăр, аборт тунă хыççăн 2 эрнеренех, уйăх хушши пулмасăрах, тепре хырăм юлма пултарать. Çавăнпа та вăхăтра хăвăра юрăхлă контрацепци мелĕ суйласа илмелле.

Хырăм пăрахнă хыççăн 6 уйăх иртмесĕр тепре çие хăвармалла мар. Çак хушăра организма йĕркене кĕртмелле, тĕрлĕ чир-чĕре, инфекцисене тупса палăртса сиплемелле. Çие хăварасси çинчен врачпа канашламалла. Вăл эмбриона тĕрĕс аталантарма чăрмантаракан инфекцисене (герпес, краснуха, цитомегаловирус, токсоплазмоз) тупса палăртма анализсем пама ярĕ. Унсăр пуçне уреаплазмоз, микоплазмоз, гонорея, хламидиоз, трихомониаз тата ытти ар çыхăнăвĕ урлă куçакан инфекцисем те ачана сиенлеме пултараççĕ. Ача амăшĕн çеç мар, ашшĕн те тĕрĕслев витĕр тухмалла. Хырăм хăварма хатĕрленекенсен темиçе уйăх маларах витаминсем, фоли йÿçекĕ ĕçме пуçламалла, сиенлĕ йăласене пăрахмалла, нумайрах улма-çырла, пахча çимĕç, какай, сĕт юр-варĕ çимелле. Хырăм пăрахнă хыççăн ача çуратасси хăрушлăхпа çыхăннă. Çапах та анне пулма хатĕрленнĕ чухне специалист канашĕсене шута илсен йăлтах йĕркеллĕ пулĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика