АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕсем яланах малти ретре

23 июня 2012 г.

Хуть мĕнле ĕçре те ылтăн алăллă çынсем пур. «Куç хăрать те, ал тăвать»,— теççĕ ун пеккисем ĕçе пикенес умĕн. Сăмахăм паян 40 çула яхăн штукатур-маляр бригадинче вăй хуракан пирки.

Люция Антоновăпа иртнĕ кунсенче тĕл пултăм. Яланах пичĕ çинче ăшă кулăллă хĕрарăмпа калаçма та кăмăллă пулчĕ.

«Манăн ĕç питĕ интереслĕ. Çак профессие суйланăшăн пĕртте кулянмастăп. Ача чухнех ăмсанса пăхнăччĕ стенасене цемент растворĕпе якатакан, урай, мачча хăмисене, алăксене, чÿрече рамисене тĕрлĕ тĕслĕ сăрăпа сăрлакан хĕрсемпе хĕрарăмсем çине. Епле пултаруллă-çке вĕсем: аллисенче ĕç хатĕрĕсем выляса çеç тăраççĕ. Çуртсене тул тата шал енчен илемлетес килни çак профессие суйлама хистерĕ те ĕнтĕ мана»,— терĕ Люция Анатольевна.

Ĕмĕтне пурнăçа кĕртес тĕллевпе вăл Люда ятлă тантăшĕпе Шупашкарти профессипе техника училищине штукатур-маляра вĕренме кĕрет. Тепĕр çултан çамрăк специалистсем Комсомольскине таврăнаççĕ. Ăшшăн йышăнать хĕрсене ĕç коллективĕ.

— Мана ветлечебница тунă çĕре ячĕç. Çакăнтан пуçланчĕ те ĕнтĕ ĕç биографийĕ. Паллах, малтанах хам тăвас килнĕ пек пулмастчĕ. Опытлă штукатур-малярсем пулăшрĕç, сĕнÿсем, канашсем яланах паратчĕç,— аса илет Люция Антонова 1975 çулхи çу кунĕсене.

Районта хута кайнă объектсенчен нумайăшĕнче Люция Анатольевнăн ĕç почеркĕ пур. Савăнать çакăншăн вăл. Сбербанкăн Комсомольскинчи филиалĕ, аптека, пурăнмалли çуртсем, Çĕнĕ Мăратри, Хирти Мăнтăрти тата ытти ялсенчи шкулсем... Çак çуртсене тунă çĕрте Л.Антонован тÿпи те пур. Районта кăна мар, кÿршĕ районсене те çитсе ĕçленĕ пултаруллă хĕрарăм.

— 1985 çулсенче Тăвай строителĕсем пулăшу ыйтрĕç. Райбольница тунă çĕрте çынсем çитмеççĕ иккен. Эпĕ ертсе пыракан бригада тепĕр кунне унта çитрĕ. Ĕçре палăрнăшăн Тăвайсем асăнмалăх парнесем, Тав хучĕсем парса чысларĕç,— аса илчĕ Л.Антонова.

Строительство ĕçĕ тĕрлĕ енлĕ. Пĕр хушăрах темиçе специальноçа та пĕлмелле.

— Хăш чухне, уйрăмах объекта тин çеç тума пуçласан, хăвăн специальноçупа ĕç те çук. Ун пек чухне урăх ĕç алла илме тивет. Çак сăлтавсене пула эпĕ, çавăн пекех манăн хăш-пĕр юлташсем те, каменщик, плиточник, бетонщик, кровельщик ĕçĕсене хăнăхрăмăр. Пĕлни, вĕренни вара нихăçан та ытлашши мар»,— терĕ вăл, строитель профессийĕ пирки калаçу пуçарсан. Шав малалла опытне ÿстерекенскер, Чулхула облаçĕнчи техникума куçăмсăр майпа вĕренме кĕрсе алла диплом илет.

«Ĕçне кура — хисепĕ»,— теççĕ халăхра. Ĕçри хастарлăхшăн ăна ахальтен мар ĕнтĕ III степеньлĕ Ĕç Мухтавĕн орденĕпе чысланă. Л.Антонова хăйĕн ĕçне юратса, тÿрĕ кăмăлпа, чĕре хушнă пек туса пынине хаклă парнесем, Хисеп тата Тав хучĕсем çирĕплетеççĕ.

Мăшăрĕпе икĕ ача çитĕнтереççĕ. Ывăлĕ Виталий Шупашкарти техникумра пĕлÿ пухать. Хĕрĕ Аня 8 класс пĕтерчĕ. Вĕсем чăннипех те амăшĕпе тивĕçлипе мухтанма пултараççĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика