23 июня 2012 г.
Июнĕн 21-мĕшĕнче «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕн стадионĕнче Лондонра иртекен ХХХ Олимпиада Вăййисене халалласа ХХIII Пĕтĕм Раççейри Олимп кунĕ йĕркелерĕç.
Чи малтанах мероприятие уçса ФСК директорĕ Евгений Тихонов сăмах тухса каларĕ, сывлăха пĕчĕкрен çирĕплетме сунчĕ.
Ун хыççăн Комсомольски 1-мĕш тата 2-мĕш вăтам шкулĕсенче пĕлÿ пухакансем 60 метра чупассипе ăмăртрĕç. Хĕр ачасенчен чи ăстисем — Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче пĕлÿ пухакан Олеся Кокорева, Аделина Николаева тата Кармен Жабарова пулчĕç. Арçын ачасенчен финишра Артем Мамуткин, Александр Соловьев (иккĕшĕ те Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнчен) тата Данил Николаев (2-мĕш вăтам шкул) малтисем пулчĕç.
400 метрлă дистанцие чупса Александр Соловьев — пĕрремĕш, Артем Мамуткин — иккĕмĕш, Ростислав Романов (2-мĕш вăтам шкул) виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç.
Каярахпа арçын ачасем футбол площадкинче вăйĕсене виçрĕç. Хĕрÿ тупăшура 1-мĕш вăтам шкулăн футболисчĕсем çĕнтерчĕç. Хĕр ачасем пионербол ăмăртăвĕнче ăсталăхне кăтартрĕç.
Иккĕмĕш вăтам шкулта пĕлÿ пухакан хĕр ачасем чи пултаруллисем пулчĕç.
Сăмах май, çак мероприяти 100-е яхăн ача пухрĕ. Вăйăсене ăмăрту судйисем, Елена Степанова, Василий Акчурин, Валерий Николаев тата ыттисем йĕркелерĕç.
Источник: "Каçал Ен"