АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республика шайĕнче палăрнă

23 июня 2012 г.

 

«Агро-Инновации» КУП çулсерен республикăри ял хуçалăх предприятийĕсен ĕçне тишкерет. Çакна тума ЧР Ял хуçалăх министерствипе АПК ыйтăвĕсемпе ĕçлекен правительство комиссийĕ çирĕплетнĕ методикăпа усă кураççĕ, пĕтĕмлетсе республикăри чи ăнăçлă ĕçлекен хуçалăхсен рейтингне хатĕрлеççĕ.

Пĕлтĕрхи çул аграрисемшĕн йывăр пулчĕ. Анчах та çанталăк савăнтарса тăмарĕ пулсан та чылай ял хуçалăх предприятийĕ тупăш илме пултарнă.

2011 çулхи ĕçĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, республикăри чи ăнăçлă ĕçлекен 100 хуçалăх шутне («Агро-100» клуб) пирĕн районти 13 хуçалăх кĕнĕ. Вĕсем: «Слава картофелю» агрофирма» ООО — 1-мĕш вырăн, «Урожай» колхоз — 19-мĕш вырăн, «Рассвет» ЯХПК — 24-мĕш вырăн, «Искра» колхоз — 36-мĕш вырăн, «Асаново» ЯХПК — 39-мĕш вырăн, «Кызыл сабанча» фермер хуçалăхĕ — 52-мĕш вырăн, «Слава» ЯХПК — 53-мĕш вырăн, «Труд» ЯХПК — 60-мĕш вырăн, «Родина» ООО — 70-мĕш вырăн, «Восток» ЯХПК — 71-мĕш вырăн, «Сюрбеево» ООО — 72-мĕш вырăн, «Луч» ЯХПК — 85-мĕш вырăн, Минатуллинăн фермер хуçалăхĕ — 95-мĕш вырăн. Республика шайĕнче палăрнă хуçалăхсене чун-чĕререн саламлатпăр, малалла та ăнăçлă ĕçлеме сунатпăр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика