23 июня 2012 г.
«Пăрчăкан пек вăр-вар, аллинче ĕç вĕресе çеç тăрать»,— теççĕ Вăрманхĕрри Чурачăкра пурăнакан Елена Коновалова çинчен ял çыннисем. Чăнах та, 16 çул «Восток» ЯХПКра фермăра тăрăшакан хĕрарăм пĕр самант та ĕçсĕр ларасшăн мар: килĕнче вĕсем картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, пахчара тем те пĕр лартса ÿстереççĕ.
Елена Геннадьевнăшăн çĕнĕ кун ирпе ирех пуçланать, чылайăшĕ ун чухне тĕлĕксен ытамĕнчен тухма шутламасть те-ха. Е.Коновалован вара ялтан ултă çухрăмра вырнаçнă фермăна çитмелле. Ĕçлекенсене машинăпа килсе илеççĕ-ха, çапах та унран тăрса юлас мар тесен хĕвелпе пĕрлех тăма тивет. Ара, килти выльăх-чĕрлĕхе, кайăк-кĕшĕке апат парса, ĕнене суса ĕлкĕрмелле-çке.
Фермăна çитсен те ларса канма вăхăт çук. 33 ĕне пăхать Елена Геннадьевна. Кашнине чун ăшши парнелет вăл, лăпкăн пуплет вĕсемпе. Çавăнпа та пулĕ, унăн ĕнисем сĕт аван антараççĕ. Районти чи малта пыракан дояркăсем хушшинче Е.Коновалован ячĕ час-часах илтĕнет. Акă, нумаях пулмасть районта иртнĕ «Акатуйра», ĕçпе юрă тата спорт уявĕнче, маттур дояркăна район администрацийĕн Хисеп грамотине парса чысларĕç. «Хăнăхсан пĕрре те йывăр мар. Ĕçе каяс килсех тăрать. Çакăн чухлĕ фермăна çÿресе те ывăннине туйман. Ĕçлес килсех ĕçлетпĕр»,— тет Елена Геннадьевна.
Источник: "Каçал Ен"