20 июня 2012 г.
А.Г.Лебедева Патăрьел районĕнчи Алманчă ялĕнче кун çути курнă. Ашшĕ шкул директорĕнче ĕçленине пула, Альбина шкула кайма вăхăт çитичченех аслăраххисемпе парта хушшине ларса урок итленĕ. «Вулама та, шутлама та эпĕ 5-рех вĕреннĕ. Пирĕн вăхăтра арçын ачасем спортпа туслă пулнă. Хĕр ачасем вара çыхма-тĕрлеме çамрăкранах хăнăхнă, кĕнекепе туслашнă»,— терĕ Альбина Григорьевна.
Григорьевсен çемйи 1947 çулта Кивĕ Сĕнтĕре пурăнма куçнă. Альбина ялта 7 класс пĕтерсен, Комсомольскинче малалла пĕлĕвне тăснă. Унтан вĕренсе тухсан Хырай Ĕнел шкулĕнче аслă пионервожатăйра ĕçлеме тытăннă. Яланах пĕлÿ патне ăнтăлнăскер, Альбина Канашри педагогика училищинчен вĕренсе тухнă, район хаçачĕн редакцийĕнче корректорта тăрăшнă. 1968 çултанпа мĕн пенсие тухичченех Хырай Ĕнел шкулĕнче ĕçленĕ.
Альбина Григорьевна 1962 çулта Николай Порфирьевич Лебедевпа çемье çавăрнă. Пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланаканскерсем, 50 çул ĕнтĕ пурнăç çулĕпе шăкăл-шăкăл калаçса утаççĕ.
Н.П.Лебедев 1937 çулта Хырай Ĕнелĕнче çуралнă. Нумай ачаллă çемьере ÿснĕскер, мĕн пĕчĕкренех ĕçе хăнăхнă. Ялти шкула пĕтерсен фермăра ĕçленĕ, çулла комбайнерта та тăрăшнă. Çар ретне тăриччен ялти комсомол организацийĕн секретарĕ пулнă, районти ДОСААФ уйрăмĕн председателĕн должноçне те шаннă ăна.
Николай Лебедев 1956 çулта салтак атти тăхăннă, Украинăра, авиаци полкĕнче службăра тăнă. «Хĕсметрен тăван яла таврăнсан, пĕр кун та ахаль лармарăм: СМУ-ра шоферта ĕçлеме пикентĕм»,— аса илчĕ Николай Порфирьевич. Шаннă ĕçе вăл яланах тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланă. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна нумай хутчен çул-йĕр çинче аварисĕр çÿренĕшĕн палăртса наградăсем панă, районти Хисеп хăми çинче те сăн ÿкерчĕкĕ пулнă.
Обществăлла ĕçсенче те хастарлăхпа палăрнă вăл: чылай çул халăх тĕрĕслев комиссийĕн председателĕнче, заседательте тимленĕ.
Паянхи кун Лебедевсен çемье архивĕнче чылай Хисеп грамоти упранать. Кил хуçи арăмĕ вĕсене алла тытса мĕнле çитĕнÿсемшĕн панине куç хупмасăр каласа пама пултарать. Акă, 40 çул ытла шкулта ĕçленĕ Альбина Григорьевна ЧАССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн, СССР Çут ĕç министерствин, ЧАССР Çут ĕç министерствин наградисене тивĕçнĕ.
Виçĕ ача пăхса çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă Лебедевсем. Ывăлĕ Юра Мускавра ĕçлесе пурăнать, Эдуард Шупашкарта тĕпленнĕ. Хĕрĕ Евгения, амăшĕ пекех шкулта тăрăшать: Сургутра логопедра тимлет. Пилĕк мăнук çитĕнет вĕсен.
Темиçе теçетке тултарнă хĕрарăмран ватăлманлăх рецепчĕпе паллаштарма ыйтрăм. «Ним вăрттăнлăхĕ те çук. Яланах кăмăл лайăх пулмалла. Юрă-ташăпа çывăх пулни те пурнăçа тăсать»,— терĕ ăшшăн педагогика ĕçĕн ветеранĕ.
Источник: "Каçал Ен"