20 июня 2012 г.
Иртнĕ эрне кун, июнĕн 15-мĕшĕнче, шурă халатлă ĕçченсем хăйсен уявне савăнăçлă лару-тăрура паллă турĕç. Ăна район больницин тĕп врачĕ И.И.Ефремова уçрĕ, пурне те ырлăх-сывлăх сунчĕ.
Гиппократа тупа тунă çынсене саламласа район администрацийĕн пуçлăхĕ М.Р.Афанасьев сăмах каларĕ. «Эсир, кунне-çĕрне пĕлмесĕр сывлăх хуралĕнче тăракансем, ĕçĕре чуна паратăр. Пархатарлă ĕçре тăрăшакансем чăннипех те чыса тивĕç»,— терĕ Михаил Романович сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче тăрăшакансене саламласа. Ун хыççăн ĕçре тăрăшулăхпа палăрнисене наградăларĕç. Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин Хисеп грамотине пĕтĕмĕшле практика офисĕн врачĕ Н.М.Алякина тата Кĕçĕн Каçалти офис медсестри А.М. Мавлютова тивĕçрĕç. Министерствăн Тав хучĕсене вара врач неонатолога Т.А.Юмановăна тата Р.С.Рябчикова медсестрана парса чысларĕç. Район администрацийĕн Хисеп грамотисемпе те наградăларĕç шурă халатлă ĕçченсене. Ăна илме И.А.Федотова акушерка, Г.А. Степанова фельдшер, В.Н.Петрова рентгенлаборант, Р.П.Земскова, Н.М.Евсеева, Л.И.Крымова, Е.Н.Безменова медицина сестрисем, В.В.Софроновăпа Е.М.Краснова врачсем, М.И.Баранова санитарка, «васкавлă пулăшу» уйрăмĕн водителĕ В.В.Маков тивĕçрĕç.
Тĕп больница администрацийĕ те пултаруллисене палăртса Хисеп грамотисемпе чысларĕ. Вĕсем: Н.Г.Амуткина, Л.П.Алексеева врачсем, Д.М.Гайнетдинова акушер, Е.Ф.Платонова лаборант, С.Н.Тихонова фельдшер, тĕп врачăн çумĕ Т.Н.Жукова, Г.В.Белкова, Н.А.Лукина, Л.И.Петухова санитаркăсем, кадрсен уйрăмĕн начальникĕ Г.В.Волженко, Е.П.Можаева, С.С.Чернова, Е.Б.Белкова, Ф.Г.Волкова, С.И.Сереброва медсестрасем.
Çавăн пекех сцена çинче «Мед» страхлакан компанин представителĕ З.А.Галкина, район администрацийĕ ячĕпе Ю.С.Тимофеев медицина ĕçченĕсене ăшă сăмахсем каларĕç, ĕçре ăнăçу сунчĕç.
Пархатарлă та сăваплă ĕçре тăрăшакансем тăтăшах тĕрлĕ конкурссем, ăмăртусем йĕркелеççĕ. Акă уяв умĕн районти медицина учрежденийĕсем хушшинче те çавăн пек конкурссем иртнĕ. «Чи лайăх фельдшерпа акушер пункчĕ» ята Çĕнĕсĕнтĕрсем тивĕçрĕç. Районти тĕп больницăн «Чи лайăх уйрăмĕ» ята «васкавлă пулăшу — 03» уйрăм çĕнсе илчĕ. Поликлиника кабинечĕсенчен клиникăпа диагностика лабораторийĕн ĕçченĕсем çĕнтерÿçĕсем пулчĕç. «Чи лайăх пĕтĕмĕшле практика офисĕ» ята Çĕнĕмăратсем тивĕçрĕç.
Професси енĕпе пултаруллисене те наградăларĕç уявра. Чи лайăххисем — Л.И. Владимирова, Л.Г.Зверева, Т.В.Степанова, Н.Г.Амуткина, И.А.Тимофеева, В.В.Макова, В.В.Кокшин. Вĕсем Хисеп грамотисене тата хаклă парнесене тивĕçрĕç. Профком председателĕ А.А.Никитин спортра, обществăлла ĕçре палăрнисене Хисеп хучĕсемпе чысларĕ.
Ун хыççăн районти культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем залра пухăннисене юрă-ташăпа савăк кăмăл парнелерĕç. Программăна А.Кокшина тивĕçлĕ шайра ертсе пычĕ.
Источник: "Каçал Ен"