20 июня 2012 г.
Çу кунĕсем çитрĕç те ачасемшĕн чи хаваслă вăхăт — каникул пуçланчĕ. Анчах та шкула çÿрекенсем пурте килте канса лармаççĕ. Акă, сăмахран, Комсомольскинчи ача-пăча искусство шкулĕн вĕренекенĕсем каникул вăхăтне усăллă ирттереççĕ, кунсерен алла кăранташ тытма ÿркенмеççĕ.
1, 2 классенче вĕренекенсем кашни кун уçă сывлăша пленэра тухаççĕ. Эрне хушшинче таçта та çитеççĕ вĕсем, çуртсене, ÿсен-тăрансене тата ыттине те ÿкереççĕ. «Уçă сывлăшра ĕçлеме те кăмăллă. Пĕр вăхăтрах ачасем ÿкерме те вĕренеççĕ, сывлăхĕсене те çирĕплетеççĕ. Тусанлă пÿлĕмре лариччен чылай усăллăрах»,— тет Надежда Абдюшева преподаватель.
Парка, вăрмана çитеççĕ искусство шкулĕн вĕренекенĕсем, çут çанталăк илемне курма, туйма, ăна ÿкерчĕк урлă уçса пама вĕренеççĕ. «Ытти ачасем килĕсенче каннă чухне кунсерен шкула çÿрес килет-и? Йăлăхтармасть-и?»— ыйтмасăр чăтаймарăм çамрăк ÿнерçĕсенчен. «Йăлăхтарма мар, хаваспах çÿретпĕр. Питĕ интереслĕ. Хамăр валли нумай çĕнни пĕлетпĕр»,— хурав пачĕç вĕсем пĕр саслăн.
Источник: "Каçал Ен"