20 июня 2012 г.
«Чустаран 100 тĕрлĕ ытла кукăль, булка тата ытти те пĕçерме пулать. Ĕçлеме кăна ан ÿркен»,— тет Комсомольски райповĕн производство комбинатĕнче тăрăшакан Валентина Галелтдинова. Кунта нумаях ĕçлемест пулсан та, коллективра хисепе тивĕçнĕ. Ара, сăпайлă, пусăрăнса ĕçлекене хуть ăçта та ырăпа асăнаççĕ.
Елена Розова заведующи те Валентина Федоровна пирки ăшă сăмахсем калать.
В.Галелтдинова Улатăр тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ. 1988 çулта Урмаелне качча килнĕ, кил-çурт çавăрнă. Виçĕ ача çуратса ÿстернĕ вĕсем мăшăрĕпе.
Источник: "Каçал Ен"