20 июня 2012 г.
Районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен служба хăйĕн ĕçĕнче «Чăваш Республикинчи организацисенче инвалидсем валли ĕç вырăнĕсем квотăласси çинчен» саккуна пурнăçласа чылай ĕç турĕ.
Пирĕн центр ниçта та ĕçлемен инвалидсене, инвалид-ачасене воспитани паракан ашшĕ-амăшне, нумай ачаллă ашшĕ-амăшне ĕçе вырнаçма пулăшмалли тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн тĕрлĕ ĕç вырăнĕ йĕркелеме бюджетран укçа уйăрать.
2011 çулта асăннă Программăна Комсомольски райповĕ, «Комсомольскагропромхимия» ОАО, «Слава картофелю» агрофирма» ООО, «Заря» ЯХПК, «Сюрбеевский кирпичный завод» ЗАО, А.М.Никитин, В.С. Агамирян, Ю.Н.Любимов уйрăм предпринимательсем, «Тав» ООО хутшăнчĕç.
Кăçал çак Программăпа килĕшÿллĕн 2 инвалида ĕç вырăнĕ тупса патăмăр.
Источник: "Каçал Ен"