20 июня 2012 г.
Çуллахи каникул вăхăтĕнче виçĕ тапхăрпа «Подросток» операци ирттеретпĕр. Пĕрремĕш тапхăрĕ — «Подросток — Забота» июнĕн 19-мĕшĕнчен пуçласа 29-мĕшĕччен пулать.
Çак вăхăтра полици ĕçченĕсем шкулсенчи ĕçпе кану лагерĕсенче, ача сачĕсенче тĕл пулусем ирттерĕç, лекцисем, вăйăсем, профилактикăлла мероприятисем йĕркелĕç. Операцин иккĕмĕш тапхăрне июль уйăхĕнче ирттеретпĕр.
Источник: "Каçал Ен"