20 июня 2012 г.
Районти ял хуçалăх предприятийĕсем ырă çанталăкăн кашни сехечĕпе туллин усă курма тăрăшаççĕ. Пурĕ 6013 гектар çинчи нумай çул ÿсекен курăксен 3050 гектарне çулнă. Çакă пĕтĕмĕшле лаптăкăн 51 проценчĕпе танлашать. Ку ĕçре «Слава», «Дружба», «Труд» ЯХПКсем, «Искра» колхоз, «Восход», «Родина» ОООсем, Хайртдиновăн, Минатуллинăн фермер хуçалăхĕсем аван ĕлкĕрсе пыраççĕ.
План тăрăх районĕпе пурĕ 7000 тонна утă хатĕрлеме палăртнă. Паянхи кун тĕлне 2002 тонна хатĕрленĕ (29 процент). Çав шутра «Слава» (250 т.), «Труд» (245 т.), «Асаново» (150 т.), «Дружба» ЯХПКсем, «Урожай» (160 т.), «Искра» (100 т.) колхозсем, «Родина» ООО (100 т.) лайăх ĕçлеççĕ.
Районти 2 хуçалăхра сенаж хывма пуçланă: «Победăра» — 50, «Рассветра» — 70 тонна.
Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене çум курăксенчен им-çамлассине вĕçлесе пыраççĕ тесен те юрать. Ку ĕçе пурĕ 12100 гектар çинче пурнăçланă (84 процент).
Источник: "Каçал Ен"