20 июня 2012 г.
Машинăпа сĕт сăвакан операторсен тата техник-осеменаторсен республика шайĕнчи конкурсне ирттересси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Кăçал вăл июнĕн 14—15-мĕшĕсенче Вăрнар районĕнчи «Янгорчино» ЯХПКра пулнă. 2 кун хушшинче тĕрлĕ районсенчен пуçтарăннă чи пултаруллă та маттур машинăпа сĕт сăвакансем тата техник-осеменаторсем пур енлĕн ăмăртнă. Малтан специалистсем теори енĕпе тупăшнă, хăйсен профессийĕпе çыхăннă ыйтусене хуравланă. Конкурса хутшăнакансем вĕсене çăмăллăнах парăнтарнине палăртмалла. Ара, вĕсем кашни кун ĕçре çав ыйтусемпе тĕл пулаççĕ-çке.
Чăн-чăн специалист пулас тесен теорие пĕлни çеç çителĕксĕр, пĕлÿпе пурнăçра тĕрĕс усă курма пултармалла. Ăмăртăвăн тепĕр тапхăрĕ шăпах çакна тĕрĕслерĕ те ĕнтĕ. Техник-осеменаторсем выльăхсене искусствăлла майпа пĕтĕлентерес ăсталăха кăтартса пачĕç, дояркăсем машинăпа ĕне сурĕç, çавăн пекех сĕт сумалли аппаратсене вăхăтпа салатса пуçтарчĕç.
Жюри членĕсем кашни конкурсантăн ĕçне тимлĕн сăнарĕç, професси ăсталăхне, тирпейлĕхне, теори пĕлĕвне кура тĕрлĕрен хак пачĕç, çĕнтерÿçĕсене палăртрĕç. Чи пултаруллисем хушшинче пирĕн район çыннисем те пуррине уйрăммăн палăртса хăварас килет. Акă, «Машинăпа сĕт сăвакан ăста» номинацире «Восток» ЯХПКра вăй хуракан Марина Белкова 2-мĕш вырăна тухма пултарнă. «Выльăхсене искусствăлла майпа пĕтĕлентерекен оператор» номинацире «Рассвет» ЯХПКри Петр Зверев ар çынсем хушшинче 1-мĕш вырăн йышăннă. Çĕнтерÿçĕсене саламлатпăр, çĕнĕрен çĕнĕ çитĕнÿсем тума сунатпăр.
Источник: "Каçал Ен"