16 июня 2012 г.
Кашни çулах «Восток» ял хуçалăх кооперативĕпе Хырхĕрри ял поселени администрацийĕ ĕçпе юрă, спорт уявне — Акатуя — йĕркелеççĕ.
Мероприятие В.Михеев председатель уçрĕ. Уяв ячĕпе вăл пухăннисене ăшшăн саламларĕ. «Сире тата сирĕн çывăх çыннăрсене çирĕп сывлăх, малашнехи çитĕнÿсем тата палăртнă тĕллевсене пурнăçлама иксĕлми вăй-хал сунатăп»,— терĕ Валерий Геннадьевич.
Ун хыççăн район администрацийĕн пуçлăхĕ М.Афанасьев, чылай çул «Труд» ЯХПКна ертсе пынă В.Николаев тата ыттисем те сăмах каларĕç, ăнăçу сунчĕç.
Каярахпа ертÿçĕпе тĕп экономист З.Андреева ĕçре палăрнисене укçан парнесем пачĕç. Вĕсене Е.Коновалова (районта дояркăсенчен виççĕмĕш вырăн тухнă), Р.Гладкина, Т.Евдокимова, В.Васильев, З.Ятманова, В.Львова, О.Малышев, Н.Михеева, Н.Ершова, В.Морозова, В.Паширов, М.Казиков, Л.Сурин, А.Можаев, Н.Яковлев тивĕçрĕç. Çавăн пекех выльăх пăхакансене, трактористсене, водительсене тата ыттисене те парнесем пачĕç.
Ун хыççăн Хырхĕрри ял поселенин художество пултарулăх ушкăнĕ пухăннисене юрă-ташăпа савăнтарчĕ.
Мĕнле Акатуй вăл спорт мероприятийĕсемсĕр; 32 килограмлă кире пуканне йăтса Р.Михеева çитекенни пулмарĕ.
Вĕрен туртакансем хăйсен йĕри-тавра куракансене нумай пухрĕç. Хĕрарăмсен икĕ команди тупăшрĕ кунта: мăйракаллă шултра выльăх тата сысна пăхакансем. Ар çынсенчен Вăрманхĕрричурачăксем пултаруллă пулчĕç, Хырхĕррисене çĕнтерсе пĕрремĕш вырăна çĕнсе илчĕç.
Источник: "Каçал Ен"